Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне Ҫимӗкре асӑнчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.06.2014 16:00 | 2039 хут пӑхнӑ
Персона

Ӗлӗк-авал чӑвашсем Ҫимӗке кӗҫнерникун уявланӑ. Ку йӑла хӑш-пӗр ҫӑва-масарсенче те сыхланса юлнӑ. Уйрӑмах, киввисенче. Тӗслӗхрен, Шупашкар районӗн Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен Лапсар, Ҫатракасси, Вӑрманкас тата ытти ялсен Алькеш патӗнчи ҫӑви ҫинче ваттисене паян асӑннӑ. Шупашкар хулин ҫӑвисем ҫинче Ҫимӗке шӑматкунпа вырсарникун паллӑ тӑваҫҫӗ. Христос тӗнӗпе килӗшӳллӗн ӑна халь Ҫимӗкпе мар, Ашшӗ-амӑшӗсен шӑматкунӗ ячӗпе ҫыхӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ.

Чӑваш халӑх сайчӗ сӗннипе, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей тӑрӑшнипе Шупашкарӑн 2-мӗш ҫӑви ҫинче выртакан Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне асӑнма чӑваш халӑхӗн хастарӗсем ҫитрӗҫ. Шӑматкунпа вырсарникун кунта халӑх лӑк тулли пулӗ тесе чӑвашсен Ҫимӗкӗ кунӗнче тухма шутларӗҫ.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей директорӗ Антонина Андреева паллӑ сӑвӑҫӑн амӑшӗн вил тӑприне епле тупни пирки каласа пачӗ. 2006 ҫулта шырама тытӑннӑ иккен. Тупас тесе Антонина архивсенче ларнӑ, тӑванӗсемпе калаҫнӑ. Тӑванӗсем те вил тӑпри вырӑнне тӗрлӗ сӑлтава пула манса кайнӑ иккен. Пӗлтӗр вара шыраса тупнӑ — кунта тӑванӗ Юрий Кириллович Кузьмин пулӑшнӑ. Ҫухатнӑ вил тӑприне ахаль хӑварман, ыр ҫынсем тупӑннах. Антонина Андреева каласа панӑ тӑрӑх тӑванӗсем килмен хушӑра Ҫӗҫпӗл Мишшин амӑшӗн вил тӑприне юнашар пытарнӑ Виталий Михайловӑн (9 ҫулта вилнӗ) амӑшӗ пӑхса тӑнӑ — тасатнӑ, чечексем лартнӑ. Ҫапла май вара Укахви Николаевнӑна асӑннӑ хыҫҫӑн чӑваш хастарӗсем юнашар выртакан пӗчӗк Виталие те асӑнчӗҫ.

Николаева Укахви Николаевна 1879 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче (кӑҫал 135 ҫулхи юбилейӗ килет) хальхи Красноармейски районне кӗрекен Шывпуҫ Чуракасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче вилнӗ, 10-мӗшӗнче пытарнӑ. Юлашки ҫулӗсене хӗрӗ патӗнче пурӑннӑ. Хулана ӑна хӗрӗ 1952 ҫулта илсе килнӗ — ун чухне ялтисене пенси тӳлемен. Вӑл вӑхӑталла Чӑвашра выҫлӑх ҫулӗсем пулнине шута илсен кӑна Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе тунӑ ӗнтӗ. Юлашки ҫулӗсене Шупашкарта пурӑнса ирттернӗ май ӑна Шупашкарӑн 2-мӗш ҫӑви ҫине пытарнӑ.

Чӑваш хастарӗсем ҫавӑн пекех ҫак ҫӑва ҫинче выртакан Стихван Шавлипе Алексей Воробьевӑн вил тӑприсем ҫине те ҫитсе килчӗҫ. Ҫак ҫӑварах тата Геннадий Никандрович Волков выртни паллӑ та, ун вил тӑприне тупма май пулмарӗ.

Асӑнса тухнӑ хыҫҫӑн хастарсем Укахви Николаевнӑн вил тӑпри ҫине кашни ҫулах килсе ҫӳреме шантарчӗҫ.

Сӑнсем (31)

#Ҫимӗк, #шыравсем, #Шупашкар, #Ҫеҫпӗл Мишши, #Красноармейски районӗ, #Шывпуҫ, #вил тӑприсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем