Шупашкарти аэропортра ӗҫлекенсем асӑрханӑ тӑрӑх, ҫуллахи вӑхӑтра Сургутран Чӑваш Енӗн тӗп хулине вӗҫсе килекенсем йышланаҫҫӗ. Отпуск вӑхӑчӗ те, килен-каян пурах ҫав ӗнтӗ. Ҫавӑнпа кӑҫал та «Сургут–Шупашкар–Сургут» маршрутпа самолетсем ҫӳретеҫҫӗ. Республикӑн Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер пӗрремӗш пассажирсем вӗҫсе килнӗ. Пурӗ 54 ҫын.
Асӑннӑ маршрутпа самолетсем кашни эрнере, кӗҫнерникунсерен, хутлӗҫ. Ҫула 50 ҫын вырнаҫакан «Bombardier CRJ-200» маркӑллӑ самолетсене кӑларнӑ. Билет хакӗ — 10 пин те 700 тенкӗ. Сургутран самолет унти 10 сехетре тухать, пирӗн пата Мускав вӑхӑчӗпе 10 сехет те 40 минутра ҫитет. Шупашкартан 16 сехетре хускалать те Сургута унти вӑхӑтпа 20 сехет те 50 минутра ҫитет.