Ҫынсене карас тата ытти ҫыхӑнупа тивӗҫтерекен компанисенчен пӗри (монополипе кӗрешекенсем реклама тесе хакласран хӑшне каламӑпӑр) Шупашкар хулинчи Чапаев поселокне тата Красноармейски салине чӗлкӗмпе оптика линийӗн ҫыхӑнӑвне илсе ҫитернине пӗлтерет. Ун пек меслетлӗ ҫыхӑнупа нумай хутлӑ 77 ҫурта, е 3 пин ытла киле, тивӗҫтернӗ.
Ку вӑл пӗрремӗш проект мар-ха, юлашки темиҫе ҫулта асӑннӑ компани FTTx технологие, тепӗр майлӑ ӑна «киле ҫити оптика» теҫҫӗ, юсаса ҫӗнетесипе ҫине тӑнӑ. Ку меслет оптика чӗлкемне пӗр-пӗр вырӑна илсе ҫитерме май парать иккен. FTTx пулӑшнипе ҫынсем тӗнче тетелне пысӑк хӑвӑртлӑхпа кӗме пултараҫҫӗ, телефон ҫыхӑнӑвӗ те пек аванрах-мӗн, интерактивлӑ телевиденипе те тивӗҫтереҫҫӗ.
«Киле ҫити оптика» технологине хальхи вӑхӑтра Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисене, Кӳкеҫ, Вӑрмар, Вӑрнар, Йӗпреҫ поселокӗсене, Муркаш, Ҫӗньял тата Красноармейски ялӗсене ҫитернӗ. Пӗчӗкрех хӑш-пӗр ялсенче те вӑл пур. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 40 километр ҫавӑн пек лини хунӑ пулсан, ҫулталӑк вӗҫлениччен тепӗр 85 километр палӑртнӑ. FTTx технологи ырлӑхне ҫывӑх вӑхӑтра Пӑрачкавпа Етӗрнере пурӑнакансем туйса илӗҫ.