Самар облаҫӗнче Атӑлҫи пӑлхарсен артефакчӗсен куҫса ҫӳрекен куравӗ ӗҫлет. Унта Муром хули тесе калакан вырӑнта пурӑннӑ пӑлхарсен япалисене кӑтартаҫҫӗ.
Ҫӗртмен 3-мӗшӗнче, сӑмахран, курав Жигулевск хулин музейӗнче ӗҫленӗ. Унта ҫитсе курнисем пӑлхарсен тимӗрҫисен, хурҫӑ шӑратаканӗсен, ювелирӗсен, тӑм савӑт ӑстисен, ҫурт тӑвакансен пултарулӑхне вӗсем тунӑ япаласем тӑрӑх хаклама пултарнӑ.
Курава Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн чи пысӑк хулисенчен пӗрне, Самар Луки ятилине, халалланӑ. Несӗлӗмӗрсемшӗн вӑл хула, хальхилле каласан, стратегилле пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Пӑлхарсен пӗрремӗш ял-хулисене унта VII–IX ӗмӗрсенче йӗркеленӗ, Муром хулине — X ӗмӗрте.
XIII ӗмӗр пуҫланиччен Самар Лукине крепӑҫ евӗр усӑ курнӑ. Вӑл Атӑл тӑрӑх каякан суту-илӳ ҫулӗсене пӑхса тӑнӑ. 1236 ҫулта монголсен ҫарне вӑл чи малтан тӳссе ирттернӗ пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна ҫавӑн чух чӗртсе ҫунтарса янӑ. Унтанпа хулана тек чӗртсе тӑратман.
Хулана мӗншӗн Самар Луки ят панин чӑнлӑхне пӗлекен ҫук. Муром хули тесе XVIII ӗмӗрте Петер Симон Паллас нимӗҫ тӗпчевҫи калама тытӑннӑ.