ЧР ШӖМӗ тетелте авиабилет сутакан ултавҫӑсем нумайланнине пӗлтерет.
Ав Ҫӗнӗ Шупашкарти полицие 26-ри хӗрарӑм пынӑ. Хайхискер тетел урлӑ Владивостока вӗҫмешкӗн билет саккас тунӑ-мӗн. Ҫавна май вӑл 16 пин тенкӗ куҫарнӑ. Каҫ кӳлӗм ӑна электрон билет ярса памалла пулнӑ та… Кӗтсе илеймен.
Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм саккас тунӑ авиакомпание шӑнкӑравланӑ. Унта унӑн ячӗпе билет туянни палӑрман иккен. Саккас тунӑ, укҫа тӳленӗ сайт та хупӑннӑ. Укҫана Мускаври пӗр банкоматран илни палӑрнӑ. Наталья Платонова аслӑ следователь каланӑ тӑрӑх, кунашкал ултав — пӗрремӗш хут мар. Тепӗр хулара пурӑнакан хӗрарӑм та авиабилет саккас туса укҫасӑр тӑрса юлнӑ-мӗн.
ЧР ШӖМӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Билет йӳнӗ пулни сисчӗвлентермеллех. Хака ытти агентствӑпа танлаштармалла. Тетелти сайт хӑҫан уҫӑлнине тӗпчемелле. Укҫана тӳлев тытӑмӗ урлӑ карттӑ ҫине куҫарма ыйтрӗҫ-тӗк — сисчӗвленмелле!