Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Вӑрнар районӗнчи ветерансен хорӗ Мускаври Акатуя хутшӑнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 27.06.2014 21:24 | 1644 хут пӑхнӑ
Культура Ветерансен хорӗ
Ветерансен хорӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Мускавра чӑвашсен Акатуйӗ пулать. Унӑн йӗркелӳҫисем Вӑрнар районне Акатуя чӗнсе ҫыру янӑ, Мускава Вӑрнар районӗнчи ветерансен халӑх хорне яма сӗннӗ.

Паллах, хор ҫакна хапӑлласах йышӑннӑ, Мускава ҫула тухнӑ. Ветерансен хорӗ республика тулашне унччен те тухса ҫӳренӗ. Пӗлтӗрхи раштавра вӗсем Смоленск хулинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫей канашлуне хутшӑннӑ.

Ветерансен халӑх хорӗ 1993 ҫулта йӗркеленнӗ. Унӑн пӗрремӗш ертӳҫи — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Юдин. Вӑл Красноармейски районӗнчи Кушкӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл районти культура ҫуртӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. Халӗ хора Елена Матвеева ертсе пырать. Музыка ертӳҫисем — Василий Семенов тата Валерий Кудрявцев.

#Вӑрнар районӗ, #Мускав, #Акатуй, #уявсем, #Красноармейски районӗ, #Кушкӑ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем