Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Академик ҫӑлтӑрӗ сӳнмен!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.02.2009 00:11 | 1443 хут пӑхнӑ

Нарӑсан 16-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче В.В. Николаев академик ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ уяв иртрӗ. Ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культура фончӗ (ертӳҫи — ист. Ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ В.П. Иванов) йӗркеленӗ.

Астӑватӑр пулӗ, ҫулталӑк ҫурӑ каялла Василий Васильевич пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ.

В.В. Николаев — Пушкӑртра ҫуралнӑ чӑваш, техника ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, 30 ытла изобретени, 70 ытла ӑслӑлӑх ӗҫ авторӗ, академик, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ газ промышленоҫӗн ӗҫченӗ. Икӗ хутчен Чӑваш Республикин патшалӑх премине, ҫавӑн пекех Ӑренпур хулин хисеплӗ гражданинӗ ятне тивӗҫнӗ. Чылай хушӑ (1989 ҫултанпа) «Оренбурггазпром» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи пулса ӗҫлерӗ вӑл. 90-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчен пуҫласа чӑваш халӑхӑн историйӗпе культурине тӗпчес ӗҫе хастаррӑн хутшӑнчӗ — 10 кӗнеке кӑларчӗ. Вӗсенчен паллӑраххисем: «Чӑваш тумтирӗ: аваллӑхран паянлӑха» (Шупашкар-Ӗренпур-Мускав, 2003), «Чуваши: этническая история и традиционная культура» (Мускав, 2000), «История предков чувашей» (шел пулин те 7 кӗнекерен тӑракан ӗҫе вӗҫне ҫитереймерӗ, 3 кӗнеке ҫеҫ кӑларма ӗлкерчӗ), тата ыт. те. Василий Васильевич унсӑр пуҫне Пушкӑртпа Ӑремпурти чӑваш ентешлӗхӗсен ӗҫӗсене хастар хутшӑннӑ. Вӑл тӑрӑшнипех 2000 ҫулта К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культура фончӗ йӗркеленчӗ.

Уяв вӑхӑтӗнче В.В. Николаев ячӗллӗ премийӗн пӗрремӗш лауриачӗсем паллӑ пулчӗҫ:

* А. Трофимов, ӳнер пӗлӗвӗн тухтӑрӗ;

* И. Тарасов, Пушкӑртстан журналисчӗ тата наци культурин ӗҫченӗ;

* Э. Бахмисов, Чӑваш наци музейӗн малтанхи директорӗ.

Ҫавӑн пекех чылайӑшӗ фондӑн хисеп грамотисемпе тав хучӗсене илме тивӗҫ пулчӗҫ.

#уявсем, #Чӑваш наци музейӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем