Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Руслан Валитова тутарсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркипе килӗшӳллӗн ҫара ӑсатнӑ. Унта сумлӑ хӑнасем хутшӑннӑ: Ҫӗнӗ Шупашкар имамӗ Минкадир Резяпов, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Владимир Марков, хулари ҫар комиссариачӗн пуҫлӑхӗ Сергей Баранов.
Мӑсӑльмансен салтака ӑсатасси – кӑткӑс йӑла. Вӑл – салтакӑн тӑванӗсемшӗн кӑна мар, пӗтӗм хулашӑн пысӑк пулӑм. Унта хӑнасем чӗнмесӗрхе килеҫҫӗ. Салтак киле чиперех таврӑнтӑр тесе йӑла-йӗркене ҫирӗп пӑхӑнаҫҫӗ.
Малтанах арҫынсем ҫеҫ пухӑнаҫҫӗ. Пулас салтака варрине лартаҫҫӗ, кӗлӗ вулаҫҫӗ, ӑна ҫар тивӗҫне лайӑх пурнӑҫлама, киле сывӑ таврӑнма сывлӑх сунаҫҫӗ. Кӗлӗ хыҫҫӑн хӑнасене плов ҫитереҫҫӗ, чей ӗҫтереҫҫӗ. Сӗтел синчи тӑвара кашниех тутанса пӑхать. Сӗтел ҫине тӗрлӗ ҫимӗҫ лартаҫҫӗ. Чи хакли – риспа тата какайпа пӗҫернӗ ҫавра кукӑль. Арҫынсем хӑналаннӑ май иртнине каласа кӑтартаҫҫӗ.
Арҫынсем хыҫҫӑн хӗрарӑмсен черечӗ ҫитет. Пӗри кӗлӗ вулать. Йӑлапа килӗшӳллӗн, пулас салтак кил енне питпе ҫаврӑнса тухса каять. Ҫурӑмпа ҫаврӑнсан таврӑнмасан та пултарать-мӗн. Руслан Валитова та ҫак йӑлана пӑхӑнса салтака ӑсатнӑ.
Сӑнсем (12)