Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Вӑл 543 ҫын пурӑнакан яла медицина пулӑшӑвӗ парӗ.
ФАПа кирлӗ медицина хатӗр-хӗтӗрӗпе, сӗтел-пуканпа тивӗҫтернӗ. Унта Алина Геннадьевна Суркина акушерка ӗҫлет. Унӑн медицинӑри пӗтӗмӗшле стажӗ – 28 ҫул. Вӗсенчен 25-шне вӑл ФАПра ӗҫленӗ. Санитаркӑра Руфина Кимовна Бородова вӑй хурать.
Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ ҫӗре ЧР Сывлӑх министерствин тӗп эксперт специалисчӗ Н.А.Калашников, Шупашкар районӗн тӗп пульницин тӗп тухтӑрӗ М.Н.Алексеев тата ыттисем хутшӑннӑ. Шӑнкас халӑхӗ ФАП уҫнӑшӑн хӗпӗртесе тав тунӑ.
Уяв концертпа вӗҫленнӗ. Халӑха Шӑнкасри культура ҫурчӗн «Шурӑ акӑш» ансамблӗ савӑнтарнӑ.