Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта пӗр ҫемьере хӗр ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн тӗпренчӗкне хӑйне евӗр, сайра тӗл пулакан ят панӑ – Мадонна.
Сӑмах май, Шупашкарта юлашки ҫур ҫулта 4068 ача ҫуралнӑ. Вӗсенчен 2117-шӗ – арҫын ача, 1951-шӗ – хӗрача. 43 ҫемьере йӗкӗреш кун ҫути курнӑ, пӗринче вара - виҫӗреш.
Ашшӗ-амӑшӗн ачисене ытларах Артем, Кирилл, Максим, Анастасия, Дарья, Виктория ят хурать. Хӑшӗ-пӗри сайра тӗл пулакн ят парать: Яромир, Дамиан, Ярослава, Русалина, Доминика.