Етӗрне районӗнчи «Сӑр шуҫӑмӗ» кану базинче ӗнер чӑваш чӗлхине вӗренмелли «Хавал» ҫуллахи уйлӑх уҫӑлнӑ. Кӑҫалхипе ун пек мероприятие пиллӗкмӗш ул йӗркелеҫҫӗ.
Уйлӑхра чӑваш чӗлхи урокӗсем йӗркелеҫҫӗ, тӗрлӗ темӑпа лекцисемпе семинарсем вулаҫҫӗ. Вырсарни кун унта тутар историкӗ Айрат Тухватуллин тухса калаҫнӑ. Вӑл тутарсемпе чӑвашсен пӗр пеклӗхӗпе расналхӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Уйлӑха ҫавӑн пекех чӑваш филологӗсем Атнер Хусанкай тата Николай Егоров, Исофи Дмитриев-Трер театр режиссерӗ, Владислав Николаев журналист, Александр Капитонов усламҫӑ, Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗ Надежда Сельверстрова тата ыттисем пымалла.
«Хавала» ҫитме палӑртнӑ ҫынсен хушшинче Чӑваш Енри чӑваш чӗлхи тӑрӑмне темиҫе ҫул хушши тӗпчекен Каталони социолингвисчӗ Эктор Алос-и-Фонт, Окситани юрӑҫи Жан-Марк Леклер, украин лингвисчӗ Артем Федоринчик тата Иран хӑнисем пур иккен.
Migulaj // 1596.92.8617
2014.07.07 23:56 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: пĕр-пĕр çынсене кӳрентерни пур | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.07.10 04:04 | |
Микулай, эп хам редакцилемен те, çавăнпа «вырсарникун» уйрăм çырăннă. Халь таврăнтăм ĕнтĕ, малашне хамах редакцилетĕп. // пăхатăп та ман хыпарçăсем йăнăшсем те сахал мар янă :( |