Сӑмах кунта коммуналлӑ пулӑшу тарифӗ пирки пырать. Хаксем ҫак уйӑхран ӳсессине, анчах Раҫҫейре регионсем валли ҫирӗплетнӗ индексран ытла хӑпармалла мар. Кун пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх тариф службин ертӳҫи Альбина Егорова республикӑн Элтеперӗ эрнесерен ирттерекен канашулра палӑртнӑ.
Утӑ уйӑхӗнчен тытӑнса ӑшӑшӑн, ҫутӑшӑн, газшӑн, сивӗ тата вӗри шывшӑн, канализацишӗн тӳлесси ӳсет. Федерацин тариф служби ҫӗршывӑн субъекчӗсем валли палӑртнӑ индексран пирӗн республикӑра хаксем сахалтарах хӑпармалла тесе лӑплантараҫҫӗ. Танлаштарма Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн тариф служби Федерацин тариф служби йышӑннӑ нормативсемпе илсе кӑтартнӑ. Вӗсем, чӑн та, пирӗн пӗчӗкрех.
Тарифсем пирки каласан, утӑ уйӑхӗн пӗрремӗшӗнчен ҫутӑшӑн ял ҫыннисем пӗр киловатт-сехетшӗн 1 тенкӗ те 83 пус тӳлеме тытӑнӗҫ, хуларисем — 2 тенкӗ та 61 пус. Ҫапла вара ҫутӑ хакӗ 4 процент хӑпарӗ. 1000 кубла метр газшӑн 4688 тенкӗ те 54 пус тӳлеттерме йышӑннӑ. Ку вӑл хак 4,1 процент ӳснине пӗлтерет.