100 тенкӗлӗх купюра ҫинче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Либерал демократсен партийӗн пайташӗ Роман Худяков порнографи сӗмӗ асӑрханӑ. Ҫак шухӑша палӑртнӑ ҫырӑва вӑл Тӗп банкӑн пуҫлӑхӗ Эльвира Набиуллина патне янӑ.
Парламентари шучӗпе хут укҫа ҫинче Мускаври Пысӑк театрӑн ҫивитти ҫинче тӑракан Аполлон «ӳчӗн интимлӑ вырӑнӗсем» сӑнланнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн кун пек купюрӑн «18+» паллӑ пулмалла. Купюра ӑслӑлӑх хаклӑхӗ те, историлле реликви те шутланмасть. Апла тӑк ун пек ӳкерчӗклӗ укҫа ҫӳрени йӗркеллӗ мар. Ҫитменнине, вун саккӑра ҫитменнисем те ку укҫана час-часах алла илеҫҫӗ тесе шухӑшлать иккен депутат. Аполлон вырӑнне, сӑмахран, Севастополе кӑтартма пулать – вӑл мӗн тесен те паттӑр-хула. Стратеги тӗлӗшӗнчен те Севастополь пӗлтерӗшлӗ тесе палӑртнӑ иккен Худяков.
100 тенкӗлӗх купюрӑра порнографи сӗмӗ пуррипе ҫукки пирки тӗрлӗрен шухӑшлакансем пур. Раҫҫейӗн Медицина ӑслӑлӑхӗсен академийӗн профессорӗ Ирина Рапопорт ачасен ар воспитанине виҫӗ ҫултан пуҫламаллине палӑртнӑ май, 100 тенкӗлӗх укҫа ҫинче хӗрача Аполлон сӑнне курнинче тем хӑрушши ҫук тесе шухӑшлать иккен.
Экспертсен шучӗпе ҫӗнӗ укҫа кӑларма ҫӑмӑлах мар. Ҫав шутра ку вӑл тӑкакпа та ҫыхӑннӑ.