Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Районсенче чарӑну павильонӗсене ҫӗнетеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 10.07.2014 18:07 | 1649 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Шупашкарта чарӑну павильонӗсене ҫӗнетнине тӗп хулара пурӑнакансемпе унта килен-каян асӑрханах ӗнтӗ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене Канаш, Етӗрне тата Тӑвай районӗсенче те ҫӗнетме тытӑннӑ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсенчи ҫук павильонсене вырнаҫтараҫҫӗ, япӑххисене йӗркене кӗртеҫҫӗ.

Канаш район территорийӗнче «Шӑхасан — Калинино» ҫул ҫинче вырнаҫнӑ лаптӑкра ӗҫӗн 70 ытла процентне пурнӑҫланӑ. Ҫав шутра машинӑсене пӑрӑнса лармалли вырӑнсем йӗркелени те, лартмалли вырӑнсем туни те, ҫул айккинчи чулсене вырнаҫтарни те кӗрет. «Етӗрне — Николаевски — Кӗҫӗн Шемертен» ҫула та хӑтлӑх кӗртнӗ. Тӑвай районӗнче «Аниш» автоҫула унти «Акконд-Агро» ферма тӗлӗнче юсанӑ.

#Тӑвай районӗ, #ҫул-йӗр, #Шӑхасан, #Калинино, #Кӗҫӗн Шӗмӗртен, #юсав, #транспорт, #Канаш районӗ, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем