Испанире ҫак кунсенче спорт кӗрешӗвӗ енӗпе асӑннӑ ҫӗршывӑн гран-прине ҫӗнсе илессишӗн тупӑшу иртнӗ. Унта пирӗн ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ те хутшӑннӑ. Раҫҫейри хӗрарӑмсем унтан пурте медальсемпе таврӑннӑ.
Чи кӑмӑлли — йышра Чӑваш Ен ҫынни те пулни. Вӑл — Шупашкарта ҫуралнӑ, халӗ Мускавра тӗпленнӗ Наталья Гольц. Наталья 58 килограма ҫитичченхи кӗрешӳҫӗсем хушшинче ҫӗнтернӗ. Вӑл чӑваш кӗрешӳ шкулӗнче пултарулӑха туптанӑ. Спортри карьерӑна ачасемпе ҫамрӑксен Шупашкарти 5-мӗш шкулӗнче пуҫланӑ, Шупашкарти олимп резервӗллӗ училищӗре тата Ардалион Игнатьев ячӗллӗ аслӑ спорт ӑсталӑхӗн шкулӗнче вӗреннӗ.