Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шкул ачисен фольклор фестивалӗнче

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
voronovera@yandex.ru 07.03.2009 19:49 | 3301 хут пӑхнӑ

Ҫак кунсенче Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри ҫӗнетсе илемлетнӗ Культура керменӗнче (халӗ ӑна информаципе культура центрӗ теҫҫӗ) ялти шкулта вӗренекенсем пысӑк уява — Ҫӗр ӗҫченӗсен ҫулталӑкне халалланӑ фольклор фестивальне пуҫтарӑнчӗҫ.

Тӑван халӑх пултарулӑхӗ ҫав тери тӗрлӗ енлӗ та кӑсӑк. Авалтан килекен пуянлӑха — чӑвашсен ырӑ йӑли-йӗркине сцена ҫинче кӑтартса пама тӗллев тытрӗҫ те ӗнтӗ шкул ачисем. Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем - В.Н.Воронова тата Н.Н.Круглова йӗркеленӗ уяв сценарийӗнче 1-10 классенче вӗренекенсем «Вӑйӑ», «Выртмара», «Ҫӑварни», «Сӗрен», «Сурхури» тата ытти уявсен тӗслӗхӗсемпе паллаштарчӗҫ. Сӑнарсене калӑпламашкӑн ачасен самай вӑй хума тиврӗ. Чӑвашсен ӗлӗкхи вӑхӑтри пултарулӑхӗ ҫамрӑк ӑрушӑн ҫӗнӗлӗх уҫниех: нумай япалана ялти ватӑсенчен ыйтса пӗлмелле, кӗнекесенче ҫырнисене тӗпчемелле, «асанне арчине» ухтарса пӑхмалла…Паллах, вырӑнти материалсене тӗпе хуни пӗлтерӗшлӗрех те кун пек чухне. Хамӑр таврари йӑла-йӗркене, мӑн асатте, мӑн асаннесен иртнӗ кун-ҫулне ас тутарать, вӗсене уяса пурӑнма хистет.

Акӑ, «Вӑйӑ» уявах илер-ха. XVIII ӗмӗр вӗҫӗсенче Курнавӑш ялӗнчи Таттӑрла таврашӗнчи тӳремре, таврари 12 ял яш-кӗрӗмӗ пуҫтарӑнса, Ҫимӗкпе Питрав хушшинче, вӑйӑ картине тӑрса ташласа-юрласа савӑннӑ. Ялта ҫав вырӑна халӗ, нумай ҫул иртсессӗн те, «Вӑй хӗвви» теҫҫӗ.

Чӑваш вӑййин илемӗ пирки вырӑс писателӗ Гарин-Михайловский те чуна хумхантармалла ҫырса кӑтартнӑ. Курнавӑш шкулӗнчи вуннӑмӑш класра вӗренекенсем, чӑваш ҫи-пуҫне тӑхӑннӑскрсем, акӑш карти евӗр вӑйӑ картине тӑчӗҫ. Хӳхӗм тӗрӗллӗ тутӑрӗ, кӗпи-саппунӗ, Нарспин уҫӑ сасси, ӗҫченлӗхӗ, Сетнер хӗрӳлӗхӗ, Салампи маттурлӑхӗ, Селиме сӑпайлӑхӗ тӳрех куҫ умне тухрӗ.

Ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнакан тӑван несӗлӗмӗрсем ӗҫлеме кӑна мар, юрлама-ташлама та ӑста пулнӑ-ҫке! Ахальтен-и И.Я. Яковлев «Чӑвашсен ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ, ҫӗр пин сӑмах» тенӗ. Юрӑ-ташӑ ҫынсене кулленех пулӑшса пынӑ: пӗр-пӗринпе хутшӑнтарнӑ, кӑмӑл-туйӑма ҫӗкленӗ, ӗҫре вӑй-хал хушнӑ.

Мӗнрен кая тата сцена ҫинчи «Сӗрене» кӑтартса пани! Сӗрен — тӗрлӗ чир-чӗре хӑваламалли анатри чӑвашсен уявӗ. Ӑна ҫуркунне, Мӑнкун умӗн ирттернӗ.

Улттӑмӗш класра вӗренекен Михаил Курчин, ӑслӑ ватӑ ҫын рольне выляканскер, ҫамрӑксене ырӑ ӗҫсем тума вӗрентрӗ. Турӑран пуян тыр-пул акса ӳстерсе пухса илме те ӑнӑҫу ыйтрӗ, тӑван ҫӗрпе ҫав тери типтерлӗ пулма та канаш пачӗ, усал вӑйсене ҫывӑхран пилеш турачӗсемпе хӑвалама вӗрентсе ҫамрӑксене пил пачӗ.

 

И ҫӑварни, ҫӑварни,

Ҫӑвар тулли икерчи,

Кӗсье тулли кулачи,

Эрне хушши катаччи! —

 

тесе ҫуркунне ҫитнишӗн хӗпӗртеҫҫӗ тӑххӑрмӗшсем. Шерепеллӗ ҫӑварни тутрисем ҫыхнӑскерсем — чӑн-чӑн пикесемех.

«Выртмара», «Сурхури» вӑййи-куллин тамашисем те ача-пӑчан хастарлӑхӗпе ҫуталчӗҫ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем те аслисенчен юлмарӗҫ. Вӑйӑ-кулӑ картине савӑнӑҫ кӳчӗҫ. Мӗн тери хӑйне евӗр илемлӗ пулнӑ иккен несӗлӗмӗрсен уявӗсем! Манӑҫа тухнӑсерсене паян пӗлни пӗрре те пӑсмасть-ҫке.

Уява хутшӑннисем пурте маттур пулчӗҫ, кашнине ятран палӑртса та пӗтереймӗн. Ҫапах та Елена Светопольская, Евдокия Егорова (5 класс), Рина Светопольская, Кристина Смирнова (10 класс) куракансене чӑваш халӑх юррисемпе савӑнтарнине палӑртмасӑр иртме ҫук.

Уяв-фестивале ертсе пыракан Денис Светопольскипе Рина Светопольская та тав сӑмахне тивӗҫ. Е.В. Смирнова, А.Н. Ефимова, С.Н. Прохорова, Г.В. Круглова класс ертӳҫисем те ачасене фестивале хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма хавхалантарнӑ. «Кунашкал уявсем пулни ачасене ырра кӑна вӗрентеҫҫӗ, кашни ҫулах ирттересчӗ», — терӗҫ курма пухӑннисем ҫамрӑк артистсене.

 

Вера Воронова, Елчӗк районӗ, Курнавӑш ялӗ

#фестивальсем, #Елчӗк районӗ, #Курнавӑш, #шкулсем, #уявсем

 

Комментари:

Елена // 4205.39.6339
2009.03.08 12:14
Маттур, Курнавăшсем! Хамăн ентешсем çапла пултаруллă пулнишĕн чунтан савăнатăп.Чăн чăвашлăх Елчĕкпе Вăрнар тăрăхĕнче туллин упранса юлнă тенине тепĕр хут ĕнентерекен хыпар ку.Турă вăй-хăват парса тăтăр сире! Елен Нарпи.
Анонимла // 2609.5.0025
2009.03.15 23:45
Маттур курнавашсем.Саванатап сиреншен!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем