Чӑваш Енре утӑн 18-24-мӗшӗсенче инновацисемпе нанотехнологисен «Наноград-Ч» ҫуллахи шкулӗ ӗҫлӗ. Вӑл «Вӑрман юмахӗ» ача-пӑча санаторийӗн ҫумӗнче (Муркаш районӗнчи Шомик ялӗ) иртӗ.
Ҫуллахи шкулта 200 ытла ҫын вӗренӗ. Кашни кун кружоксем ӗҫлӗҫ. «Роснано» проект команийӗсем ятарлӑ задачӑсем шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗсене ачасен вӗренмелле, смена вӗҫӗнче тупсӑмӗпе паллаштармалла. Унтан ҫуллахи шкулта вӗреннӗ ачасем «Роснано» предприятийӗсене ҫитӗҫ, вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашӗҫ.
Ҫуллахи шкулта пӗтӗм тӗнче шайӗнче иртнӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе тӗлпулу иртӗ. Кунсӑр пуҫне «Наноград-Ч» шкулта Раҫҫейри паллӑ ӑсчахсем, топ-менеджерсем, ертсе пыракан специалистсем лекци вулӗҫ. Вӗсен йышӗнче — Мускав патшалӑх университетӗнчи факультет деканӗ Евгений Гудилин, Сергей Ляпунов топ-менеджер, «Роснано» элчисем, Чӑваш Енри аслӑ шкулсен тата наноиндустри предприятийӗсен вӗрентекенӗсем.