Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар администрациӗн ЗАГС пайӗнче кӑҫал ҫуралнӑ 1000-мӗш ачана регистрациленӗ.
Ача ҫамрӑк Власовсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Евгений Андреевичпа Екатерина Николаевна хӗрне Анна ят хунӑ. Вӑл — ҫемьери пӗрремӗш ача. Аня Ҫӗнӗ Шупашкарта утӑн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Кӑҫал Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫут тӗнчене килнӗ 1000-мӗш ачан ашшӗне ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельство тата сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтармалли альбом панӑ. Евгений Андреевичшӑн ку кӗтмен савӑнӑҫ пулнӑ.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта ача ҫураласси ӳсет. Пӗлтӗр 1000-мӗш ачана утӑн 23-мӗшӗнче кӑна регистрациленӗ.