Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: ЧНК ӗҫтешӗсем Байкал тӑрӑхӗнчи чӑвашсемпе тӗл пулнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.07.2014 15:37 | 1782 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх ЧНК ӗҫтешӗсем Байкал кӳлли хӗрринче
ЧНК ӗҫтешӗсем Байкал кӳлли хӗрринче

Кун пирки ЧНК сайчӗ пӗлтерет. Республикӑран инҫе ҫула Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Воронова, Сӗнтӗрвӑрри ентешлӗхӗн ертӳҫи тата эстрада юрӑҫи Андрей Кузнецов, Людмила Кинер юрӑҫ тата тинтерех ҫеҫ Чӑваш наци конгресӗнче йӗркеленнӗ информаци службин ертӳҫи Зоя Яковлева тухнӑ.

ЧНК ӗҫтешӗсем Хӗрлӗҫыртан (Красноярскран) инҫех мар вырнаҫнӑ Шуваево чӑваш ялӗнчи Акатуя хутшӑннӑ — республикӑран салам ҫитернӗ, концерта хутшӑннӑ. Хӗрлӗҫыр хулипе пуллашнӑ хыҫҫӑн пирӗн ентешсем Иркутск хулине ҫул тытнӑ.

Байкал (чӑв. Пуян кӳлӗ) кӳлли тӑрӑхӗнче вӗсем вырӑнти чӑвашсемпе тӗл пулнӑ. Уйрӑмах Энтри атте пачӑшкӑ вӗсене пулашса тарать иккен. Шел те, хӑйӗнпе тӗл пулма май пулман. Вырӑнтисем каласа панӑ тӑрӑх вӗсем ҫывӑх вӑхӑтра Иркутскра вырсарни шкулӗ ӗҫлесе каясса кӗтеҫҫӗ мӗн. Ҫавӑн пекех Шупашкар элчисем облаҫӗн тӗп хулинчен 200 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Новолетник ялне те ҫитсе курнӑ.

Новолетник ялӗ 106 ҫул каялла пуҫланса кайнӑ. Тайга варринчех вырнаҫнӑ яла Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ҫынни пуҫласа янӑ пулать. Вӗсем киличчен кунта бурятсен сурӑхсене ҫитермелли ҫуллахи кану вырӑнӗ пулнӑ иккен. Чӑвашсене ҫурт лартма та бурятсем пулӑшнӑ. Кунта тӗпленнӗ чӑвашсем вара майӗпен тӑванӗсене чӗнсе илнӗ пулать. Саян тӑвӗсенчен юхса анакан Ока юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ чӑн чӑваш ялӗнче халӗ икҫӗре яхӑн ҫын пурӑнать. Ялта медпункт, почта, шкул пур. Ватӑраххисем чӑвашла таса калаҫаҫҫӗ пулсан, ачасем тӑван чӗлхене пӗлмеҫҫӗ, анчах хӑйсем чӑваш пулнипе, чӑвашла юрлама пултарнипе мӑнаҫланаҫҫӗ. Ҫамрӑк ӑру валли кунта «Йӑмра», «Телей», «Савӑнӑҫ» ятлӑ юрӑ-ташӑ ансамблӗсене йӗркеленӗ.

Унсӑр пуҫне Чӑвашран килнӗ элчӗсем Зима районӗнчи Виҫҫӗмӗш Успени ялне те ҫитсе курнӑ. Ӑна 105 ҫул каялла никӗсленӗ пулать, халь унта 121 ҫын пурӑнать. Ялта культура центрӗ, шкул, почта тата аптека пур.

#Байкал, #кӳлӗсем, #ЧНК, #Иркутск облаҫӗ, #чӑвашлӑх, #Виҫҫӗмӗш Успени, #Новолетник, #Красноярск, #Шуваево, #Акатуй, #уявсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/144.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем