Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Афиша: Шупашкар пирки хывнӑ чи лайӑх юрра суйлӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 24.07.2014 17:53 | 2051 хут пӑхнӑ
Афиша

Шупашкар хула администрацийӗ пултаруллӑ ҫынсене хавхалантарас тӗллевпе чылай конкурс йӗркелет. Хальхинче мусӑкҫӑсем валли иртӗ. Вӑл «Эпӗ Шупашкара юрӑпа мӑнаҫлантаратӑп» ятлӑ.

Шупашкар пирки хывнӑ юрӑпа профессионалсем те, ахаль ҫынсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Кирек мӗнле жанрпа та усӑ курма юрать. Конкурса хутшӑнакансен ҫурлан 4-мӗшӗччен заявка ҫырмалла. Юрӑ сӑмахӗсем, фонограмма (пур пулсан) кирлӗ пулӗ.

Кун хыҫҫӑн суйлав тапхӑрӗ пуҫланать. Жюри чи лайӑххисене ҫак номинацисемпе уйӑрӗ: чи лайӑх юрӑҫ, чи лайӑх текстлӑ юрӑ, чи лайӑх кӗвӗллӗ юрӑ. Тӗп номинаци — Шупашкар пирки хывнӑ чи лайӑх юрӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсем Шупашкар хула кунӗнче «Пултарулӑх бульварӗнче» хӑйсен юррисене шӑрантарма пултарӗҫ.

Кирек мӗнле инструментпа усӑ курма, ташӑҫӑсемпе, мусӑкҫӑсемпе, хорсемпе юрлама юрать. Конкурса хутшӑнакансене пурне те диплом парӗҫ. Кашнинех хула пирки хывнӑ юрӑсен пуххине кӗме май пулӗ.

Заявкӑна тӗрлӗ мелпе яма пулать: электрон почтӑпа (pesnya-che-2014@mail.ru), ҫырупа (Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, 409-мӗш пӳлӗм). Е ӗҫсене ҫак адреспа илсе килмелле: Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, культура управленийӗ, 409-мӗш пӳлӗм. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 8(8352) 23-50-95

#Шупашкар, #конкурссем, #юрӑсем, #пултарулӑх, #Шупашкар хула кунӗ

 

Комментари:

Migulaj // 1902.46.6840
2014.07.25 09:07
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: кӳрентерни пур
Migulaj // 1902.46.6840
2014.07.26 21:30
Кунта çырма камран ирĕк ыйтса илмелле?
2014.07.26 22:07
Аçтахар Плотников
Ку хыпара тата та çӳле хăпартас мар тесе хуравлатăп (чăн та ахаль хыпар кăна, эс вара ăна тĕп хыпар шайне хăпартрăн!): ку вырăн тĕрĕслевçĕ ĕçне сӳтсе явмалли вырăн мар.
Migulaj // 1902.46.6840
2014.07.26 23:52
Мĕн сăлтав пирки эпĕ çырнине кунта кăтартман?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем