Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗрпӳ районӗнче «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.03.2009 14:43 | 2259 хут пӑхнӑ

Тин ҫеҫ Ҫӗрпӳри 1-мӗш ПВПШ-ра «Туслӑх хӗлхемӗ» ятлӑ наци культурин фестивалӗ иртрӗ. Шкула чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлекен, олимпиадӑсенче мала тухнӑ ачасем пухӑнчӗҫ. Пурӗ 68 шкул ачи хутшӑнчӗ.

Вырӑсла вӗрентекен шкулсенчи ачасен пилӗк утӑм урлӑ тухмалла пулчӗ:«Чӗвӗлти чӑваш чӗлхи», «Илемлӗх тӗнчи», «Савнӑ ҫӗр — чӑваш ҫӗр-шывӗ», «Халӑх сӑмахлӑхӗ», «Пирӗн пултарулӑх», «Чӑваш ҫӑлтӑрӗ». 7-10 классенче вӗренекен ачасем хӑйсен пултарулӑхне «Асамат — 2009» ятлӑ тӑван ен культурин олимпиадинче кӑтартрӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсен Ҫӗр ӗсченӗн ҫулталӑкне халалланӑ «Алран кайми…» ӑмӑртура, «Асамат – 2009» ӳнер конкурсӗнче ӑмӑртма тиврӗ.

Вырӑсла вӗрентекен шкулсем хушшинчи «Ҫӑлтӑрчӑк» конкурсра Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкул чи Екатерина Михайлова пӗрремӗш вырӑна тухрӗ, 1-мӗш шкулта вӗренекен Елена Фадеева — иккӗмеш пулчӗ. Ял шкулӗнче вӗренекен ачасем хушшинче ку ӑмӑртура мала Тавӑшкасси шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Екатерина Пудова, иккӗмӗш вырӑна Патӑрьел шкулӗнче 7-мӗш класра вӗренекен Людмила Петрова тухрӗ. «Шевле-2009» конкурсра Первомайски шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекен Елена Николаевӑран пултаруллӑраххи пулмарӗ. Каншел шкулӗнче вӗренекен Станислав Павлов икӗ балл сахалтарах пухса иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ.

«Чӗвӗлти чӑваш чӗлхи» фестивалӗн малти вырӑнсене Каншел шкулӗнче вӗренекен Павел Зиновьевпа Туҫи шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Алина Данилова тухрӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Ҫӗрпӳ, #шкулсем, #фестивальсем, #Каншел, #Первомайски, #Патӑрьел, #Тавӑшкасси, #Ҫӗрпӳ районӗ, #чӑваш чӗлхи, #Туҫи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем