Ҫак кунсенче Шупашкарти «Перфектум» издательствӑра Галина Зотова пухса хатӗрленӗ «Первая награда отца» (чӑв. Аттен пӗрремӗш награди) ятлӑ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ӑна автор хӑйӗн укҫипе кӑларнӑ.
Кӗнекене Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономне, Етӗрне районӗнчи «Заветы Ильича» (чӑв. Ильич халалӗ) колхозра агрономра, тӗп агрономра тата 16 ҫул хушши колхоз ертӳҫинче тӑрӑшнӑ Александров Вячеслав Александровича халалланӑ. Кӗнекери хайлавсене вырӑсла, чӑвашла тата акӑлчанла ҫырнӑ.
Хуплашкине Александр Велькин, макетне Рина Димитриева хатӗрленӗ. Кӗнеке ӑна пухса хатӗрлекен Зотова Г.В. ҫинчен каласа панипе уҫӑлать. Унтан Алексей Зотовӑн «Семья — семь Я» статьи, Вячеслав Александровичӑн биографийӗ, Галина Зотовӑн «Первая награда отца» тата «Атте халапӗ» калавӗсем, Вячеслав Александров хайланӑ сӑвӑсем вырӑн тупнӑ.
Етӗрне районӗн сайчӗ кӑҫал Вячеслав Александровичӑн 85 ҫулхи юбилейӗ ячӗпе самаях пысӑк материал вырнаҫтарчӗ. М.И. Ильина хатӗрленӗ ҫак статья та кӗнекере кун ҫути курнӑ. Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри шкулта та Александрова халалласа уяв ирттерчӗҫ, шкулти биологи учителӗ, Александровсен кӗҫӗн хӗрӗ, Валентина Константинова ку уявра тунӑ «Жизнь прожить — не поле перейти» (чӑв. Ӗмӗр сакки сарлака) доклад та вулаканшӑн интереслӗ пуласса шанатпӑр. Хӑй вӑхӑтӗнче Вячеслав Александрович ҫинчен «Советская Чувашия» хаҫатра Юрий Фалатов «Трезвый расчет» ятлӑ самаях пысӑк статья пичетленӗччӗ, ку статьяна та кӗнекене вырнаҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне Мускаври «Советская Россия» издательствӑра 1987-мӗш ҫулта районти тӑватӑ председателе халалласа Александр Никишин «Четверо ищут миллион» (чӑв. Тӑваттӑн миллион шыраҫҫӗ) ятлӑ кӗнеке кӑларнӑччӗ, Александров ҫинчен ҫырнӑ хӑш-пӗр сыпӑкпа вулакан паллашма пултарать. Етӗрне район хаҫатӗнче пичетленнӗ Н. Трофимов ҫырнӑ «Пурнӑҫ «урапи» анлӑ статья та интереслӗ. Галина Зотовӑн «Йӑлтах аннене пула» тата Ирина Зотовӑн «Бабушкина медаль» калавӗсем, Рина Димитриевӑн (Александровӑн) тата Галина Зотовӑн сӑввисем вулакансене килӗшессе шанатпӑр.
Кӗнекере сӑнӳкерчӗксем чылай.