Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «ТАВ» лавккисем те чӑвашла калаҫаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 05.08.2014 14:46 | 1752 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

«Ирӗклӗх» «Кунта чӑвашла калаҫатпӑр» ҫыпӑҫтаркӑчсене пур ҫӗре те ҫитерме тӑрӑшать. Организаци ертӳҫи Дмитрий Степанов каланӑ тӑрӑх, чылайӑшӗ общество транспортӗнче хӑйсене ӑнланмасран шикленсе чӑвашла калаҫма вӑтаннӑ. Халӗ вара ҫыпӑҫтаркӑчсене курсан хӑрамасӑрах тӑван чӗлхепе пуплеме пултараҫҫӗ.

«Чӑвашпичечӗ» чӑвашла калаҫма тытӑнсан «Ирӗклӗх» хастарӗсем ҫырусемпе ытти предприятисем патне тухнӑ. «ТАВ» суту-илӳ компанийӗ ҫырӑва пӗрремӗш хуравланӑ.

«Эпир сирӗн ҫырӑва пӑхса тухрӑмӑр, акцие хутшӑнма хатӗр. Лавккасенчи сутуҫӑсем хушшинче чӑваш чӗлхине пӗлнипе пӗлменни пирки ыйтӑм ирттертӗмӗр. Пур лавккара та, Улатӑртине шута илмесен, чӑвашла пӗлекенсем ӗҫлеҫҫӗ», — тенӗ хуравра.

«Кунта чӑвашла калаҫатпӑр» тесе ҫырни ҫитес вӑхӑтра «ТАВ» компанин Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Вӑрнарти, Йӗпреҫри, Патӑрьелти, Каҫалти, Шӑмӑршӑри лавккасенче пулмалла.

#чӑваш чӗлхи, #суту-илӳ, #Ирӗклӗх, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Канаш, #Вӑрнар, #Йӗпреҫ, #Патӑрьел, #Комсомольски, #Шӑмӑршӑ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1916.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем