Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Мӑн Шетмӗсене юбилей ячӗпе саламларӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 04.04.2009 19:15 | 1674 хут пӑхнӑ

Мӑн Шетмӗ шкулне уҫнӑранпа 175 ҫул ҫитрӗ. Халӗ вӑл хӑйсен ентешӗ — Совет Союзӗн Геройӗ В.В.Васильев — ячӗпе хисепленет. Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӑтам шкул юбилее пӗрле паллӑ тума кунтан вӗренсе тухнисемпе ҫамрӑк ӑрӑва тарӑн пӗлӳ парассишӗн ырми-канми вӑй хунисене, хӑнасене йыхравларӗ. Вӗсене (200 ытла ҫынна) ачасем ҫӑкӑр-тӑварпа, хавас юрӑпа кӗтсе илчӗҫ.

Пухӑннисем малтанах шкулпа, вӗренӳ пӳлӗмӗсемпе, ал ӗҫӗсен куравӗпе паллашрӗҫ. Уява Р.Г.Герасимовӑпа И.Н. Петрова йӗркелесе пычӗҫ. Шкул директорӗ, район Пухӑвӗн депутачӗ А.И.Васильев вӗрентӳ учрежденийӗн 175 ҫулхи историйӗпе паллаштарчӗ, шкул халӗ мӗнле пурӑнни ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Вӑл ресурс центрӗ шутланать, унта 138 ача вӗренет. Пурлӑхпа техника никӗсӗ пуян. Шкулта 26 компьютерлӑ класс пур, 5 учитель хӑйӗн сайтне уҫнӑ. Мӑн Шетмӗсем Чӑваш Республикин Президенчӗн 200 пин тенкӗлӗх грантне тивӗҫнӗ.

Шкул коллективне сумлӑ юбилейпе район пуҫлӑхӗ С.А.Николаев саламларӗ.

Ку уяв сирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Шкул пуянлӑхӗ — учительсемпе вӗрҫнекенсем тата кунта пӗлӳ илсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнисем. Тивӗҫлипех мухтанатпӑр Мӑн Шетмӗ енӗн паллӑ ҫыннисемпе. Сирӗн шкул пуянлансах пытӑр, — терӗ Станислав Андреевич. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗн П.В.Семеновӑн телеграммине вуласа пачӗ, шкула район администрацийӗн Хисеп хучӗпе, "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин районти организацийӗн Тав хучӗпе чысларӗ, унӑн пурлӑхпа техника никӗсне пуянлатма район пуҫлӑхӗ 20 пин тенкӗ преми уйӑрни пирки пӗлтерчӗ.

Чӑваш Республикин вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ В.В.Матвеев хӑйӗн сӑмахӗнче шкулта

массӑллӑ физкультура, спорт татӑ патриотлӑх ӗҫне лайӑх туса пынине палӑртрӗ, спорт инвентарӗ туянма министерствӑн 50 пин тенкёлӗх сертификатне пачӗ, математика учительне А.М.Васильевӑна Хисеп хучӗпе чысларӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Шупашкарти коопераци институчӗн ректорӗ В.В.Андреев пухӑннисене юбилейпе саламланӑ май коллектива парне пачӗ, шкул пурне те пӗтӗҫтерсе тӑнине каларӗ.

А.И.Васильев директор шкулта вӑй хунисемпе халӗ ӗҫлекенсене, спонсорсене Тав хучӗпе чысларӗ. Валентина Михайлова, Наталйӑпа Наиль Мингазовсем, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн солистки З.М.Чернова (Кушкӑ), учительсен хорӗ тата ыттисем юрӑ-ташӑ парнелерӗҫ.

 

■ В.Данилов.

Ӳкерчӗкре: В.В. Васильева халалланӑ палӑк

#Мӗн Шетмӗ, #юбилейсем, #шкулсем, #Красноармейски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем