Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Тӗрӗ тӗнчи» клуб уҫӑлать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
kunadina 05.04.2009 14:42 | 1971 хут пӑхнӑ

Акан 9-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑшра чӑваш тӗррипе кӑсӑкланакансене пӗрлештерекен «Тӗрӗ тӗнчи» клуб уҫӑлать.

Чӑваш тӗрри тӗлӗнмелле хӑй евӗрлӗ. Кашни эрешӗ мӗне те пулин пӗлтерет. Вӗсенче алӑ ӑстисем халӑх историне, хӑйсен кун-ҫулне ҫырса хӑварнӑ. Тӗрӗре хӗрлӗ, хура, симӗс, сарӑ тата кӑвак тӗссемпе усӑ курнӑ. Тӗс килӗшӗвӗ пӗр тикӗс, анчах нумай чухне вӑл ҫутӑ ялтӑркка кӗвве куҫать.

Пирӗн вӑхӑтра та халӑх ӑстаҫисем хушшинче пултаруллӑ тӗрӗҫӗсем нумай. Вӗсем — Валентина Минеева, Евгения Жачева, Татьяна Жаркова т. ыт. те. Хӑйсен ӗҫӗсенче вӗсем авалхи меслетсемпе сахал мар усӑ кураҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫӗнӗлӗх те нумай кӗртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ эреш-ӳкерчӗке вӗсем чечексене, ытти тӗрлӗ ӳсен-тӑрана пӑхса тӑваҫҫӗ.

«Тӗрӗ тӗнчи» клубра эпир чӑваш тӗррин кун-ҫулне, культурӑри вырӑнӗпе пӗлтерӗшне, тытӑмне тишкерӗпӗр. Ҫавӑн пекех практика занятийӗсемпе мастер-классем те пулӗҫ. Мастер-классене паллӑ тӗрӗ ӑстисем ирттерӗҫ.

Кам та кам чӑвашӑн асамлӑ тӗррипе интересленет, тӗрлеме вӗренме кӑмӑл тӑвать, ҫавсене пурне те ҫак адреспа кӗтетпӗр: Октябрӗн 50-ҫуллӑх урамӗ, 3 ҫурт. Клубӑн пӗрремӗш занятийӗ акан 9-мӗшӗнче пулать, 16 сехетре пуҫланать.

Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 63-48-76.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑш

#Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Кил-йыш вулав центрӗ, #тӗрӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем