Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗтре карса илнӗ. Спутник хулари хӑш-пӗр районта тӑвар йӳҫекӗн шӑрши кӗнӗ. Хлороводород ирӗлчӗкӗн пӑсӗ сывлӑша «Химпромри» пӗчӗк пӑтӑрмаха пула тухнӑ.
Предприятин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку Ҫӗнӗ Шупашкаршӑн тата ҫывӑхри ялсемшӗн хӑрушӑ мар. Тӑвар йӳҫекӗн пӑсӗ хулара сарӑлма ӗлкӗреймен — ҫил ҫукран савут ҫывӑхӗнчех ҫӗр ҫине ларнӑ.
Паян заводра юсав ӗҫӗсем иртнӗ вӑхӑтра продукт юлашкийӗ кӑштах тӑкӑннӑ, ҫавна май тӑвар йӳҫӗкӗ пулнӑ. Вӑл вара тӗтре евӗр урама тухнӑ. Промышленноҫпа санитари лабораторийӗн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, завод тата ун ҫывӑхӗнчи территорире сиенлӗ япалсем нормӑран ытла мар. «Химпром» ӗҫченӗсем те хӑрушлӑхра мар. Цехсемпе производствӑсем йӗркеллех ӗҫлеҫҫӗ.