Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш чӗлхи эрни иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
voronovera 25.04.2009 14:32 | 4635 хут пӑхнӑ

Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑн чун та ӗмӗт,

Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе.

Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр,

Вӑл халӗ кирлӗ халӑха!

Ухсай Яккӑвӗ

Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш халӑхӗн Аслӑ Вӗрентекенӗ И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 161 ҫул ҫитнине тата ҫулленех ун ячӗпе иртекен чӑваш чӗлхи эрнине пысӑк хастарлӑхпа уявларӗҫ. Ҫавна май ака уйӑхӗн 18-25-мӗш кунӗсенче шкулта кӑсӑклӑ мероприятисем сахал мар пулчӗҫ. Кашни класрах вӗрентекенсем «И.Я.Яковлев - аслӑ вӗрентекен» темӑпа калаҫу ирттерчӗҫ. Чӑвашсен паллӑ ҫыннисем хушшинче И.Яковлев ячӗ чи паллисенчен пӗри. Тӑван халӑха валли ҫырулӑх хывса хӑварнисӗр пуҫне вӑл уҫнӑ Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ вӗрнтӳ, литературӑпа культура, искусство ҫыннисене хатӗрленипе те сӑваплӑ. Сӑмах май, пирӗн ялти Яков Макарович Макаров 1883-1887-мӗш ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ. Кайран Теччӗ ҫывӑхӗнчи пӗр ялта ачасене вӗрентсе пурӑннӑ. Анастасия Ивановна Игнатьева та Яковлев шкулӗнче ӑс пухнӑ. Ӗмӗрне ачасене вӗрентсе ирттернӗ .

И.Я.Яковлев пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене упрама пиллесе каланӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук». Унӑн «Халалӗ» вара пирӗн ӑрӑва хӑварнӑ ырӑ сунӑм пулса тӑрать.

Чӑваш чӗлхипе литература эрнинче шкулта вӗренекенсем «Аслӑ вӗрентекен» викторинӑра, «Тӗлӗнтермӗш уй» вӑйӑра пӗр-пӗринпе тупӑшса ӑмӑртрӗҫ. 5,6,7-мӗш классенче вӗренекенсем тӑрӑшулӑх кӑтартрӗҫ. 11класра вӗренекен Николай Семенов «И.Я.Яковлев вӗренекенӗсем» ятлӑ мультимедильлӗ презентаци хатӗрлерӗ. Коля чи паха материал пухнӑ. Унӑн кукамӑшӗ (Зинаида Александровна Прохорова Тутар Республикинче ҫуралнӑ) енчен те, аслашшӗ енчен те Яковлев шкулӗнче вӗренсе тухнисем чылайӑн. Шкул ачисем унӑн ӗҫӗпе интересленсе паллашрӗҫ.

Ҫиччӗмӗш класра вӗренекенсем литературӑпа музыка композицийӗ йӗркеленӗ. Чылай сӑвӑ-юрӑ янрарӗ унта. Литературӑна кӑмӑл тӑвакансем – Анна Смирнова (5 кл), Светлана Смирнова (7 кл), Анастасия Константинова (9 кл) хӑйсем ҫырнӑ сӑввисемпе палӑрчӗҫ. Лайӑх вулакансен конкурсне те шкул ачисем йышлӑн хутшӑнчӗҫ. Григорьева Анастасия (2 кл.), Димитриева Ксения (3 кл.), Маркова Марина (4 кл.), Смирнова Анна (5 кл.), Сусликова Алиса (9 кл.), Светопольская Рина (10 кл.) призлӑ вырӑнсене йышӑнчӗҫ.

Ҫавӑн пекех шкулта «Тӑван ен» ятлӑ ҫамрӑк сӑнӳкерӳҫӗсен конкурсӗ те иртрӗ. Анна Смирнова (5 кл.), Светлана Смирнова (7 кл.), Алиса Исаева (9 кл.), Ольга Кудряшова (11 кл.) вӗренекенсем тӑван тавралӑха лайӑх ҫутатса пама пултарнӑ.

Ачасем шкулти «Историпе тӑван ен» халӑх музейӗнче пулчӗҫ. Музей ертӳҫи А.П.Смирнов хамӑр тӑрӑхри ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗсемпе, чӑваш тумтирӗ, тӗрри, ялӑн ятлӑ-сумлӑ ҫыннисемпе кӑсӑкланмалла каласа пачӗ.

Чӑваш чӗлхи эрнине халалласа шкулти 2-11 класра вӗренекенсем стена хаҫачӗсем кӑларнӑ. Чи пултаруллисем саккӑрмӗш, улттӑмӗш, ҫиччӗмӗш тата пиллӗкмӗш класра вӗренекенсем пулчӗҫ.

Чӑваш чӗлхи эрни пирӗн чӗлхе мӗн тери янӑравлӑ та ҫепӗҫ пулнине кӑтартса пачӗ.

Асӑнса хӑварма та кӑмӑллӑ, Курнавӑш шкулӗн ачисем республикӑра нумаях пулмасть чӑваш чӗлхипе иртнӗ конкурссемпе олимпиадӑсенче те ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Николаева Елена (10 кл.) — чӑваш чӗлхипе литературин олимпиади, Кудряшов Андрей (3 кл.), Мартышкина Лариса (4 кл.), Корнилова Мария (5 кл.), Смирнова Светлана (7 кл.) — «Чӑваш чӗкеҫӗ-2009» вӑйӑ-конкурс, Ефимова Марина (9 кл.) — Г.Айхи поэта халалланӑ интернет-олимпиада, Смирнова Светлана (7 кл.) — «Чӑваш ҫӑлтӑрӗ» мультимедильлӗ презентацисен конкурсӗсенче палӑрнӑ. Смирнова Светлана йӗркеленӗ презентацие республикӑри ачасем хушшинче чи лайӑххи тесе хакланӑ, ӑна «Орленока» кайма путевка панӑ.

#Курнавӑш, #чӑваш чӗлхи, #чӑваш чӗлхи кунӗ

 

Комментари:

smirnov // 1587.31.3041
2009.04.26 21:32
Маттурсем! Хыпара вăхăтра çитеретĕр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем