Паянтан пуҫласа Европа пӗрлешӗвӗнче 1600 ваттран хӑватлӑрах тусанҫӑтӑшсене (пылесоссене) лавккасенче сутма, туса кӑларма тата ытти патшалӑхсенчен кӳрсе килме чарнӑ. Саккун кӑларакансен шухӑшӗпе ку 2020 ҫул тӗлне 19 тераватт-сехет перекетлеме май парӗ. Ку виҫе 4 электростанци хӑвачӗпе танлашать имӗш.
Еврокомисси пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак вӑхӑтччен сутакан тусанҫӑтӑшсен вӑтам хӑвачӗ 1800 Вт-па танлашнӑ. Уйрӑмах юлашки кунсенче суту-илӳ хӗрӳ пынӑ — 1600 ваттран хӑватлӑраххисем ытти кунсемпе танлаштарсан 50% ытларах сутӑннӑ. 2000 ваттлисене вара пушшех те туянса пӗтернӗ.
Тепӗр 3 ҫултан саккун тата та вӑйлӑланӗ — 2017 ҫулхи авӑнӑн пӗрремӗшӗнчен пуҫласа 900 ваттран хӑватлисене сутма юрамӗ. Ҫак саккуна ҫыракансен шухӑшӗпе тусан пуҫтарасси аппарат хӑвачӗпе пӗрре те ҫыхӑнман имӗш. Тусанҫӑтӑшсене хӗстереҫҫӗ пулсан кофемашинӑсене ирӗк парасшӑн — вӗсен хӑватне унччен чарни электроэнергие ытлашшиех перекетлемест иккен.