Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Маресьев слечӗ авиаци тусӗсене каллех пухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 08.09.2014 17:38 | 1880 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Авӑн уйӑхӗн 6–7-мӗшӗсенче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял ҫывӑхӗнчи «Хӗрлӗ партизан» аэродромра регионсем хушшинчи XI Маресьев слечӗ иртнӗ. Унта авиацие кӑмӑллакан ҫынсем Мускавран, Улатимӗртан, Йошкар-Оларан, Хусантан, Шупашкартан пырса ҫитнӗ.

Мероприятие паллӑ вӗҫӗвҫӗсен ятне асра тытса йӗркелеҫҫӗ. Акӑ, сӑмахран, Совет Союзӗн Паттӑрӗ Алексей Маресьев Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче икӗ ура тупанне татмалла аманнӑ. Унтан сипленнӗ хыҫҫӑн Йӗпреҫри вӗҫев шкулӗнче ҫӗнӗрен вӗҫме хӑнӑса самолет умне ларнӑ, тӑшманпа кӗрешӗве тухнӑ. Е тата Йӗпреҫ районӗнчи Липовка поселокӗнче ҫуралнӑ Леонид Константинова илер. Вӑл Патшалӑх Думин тата Раҫҫей ҫарӗн аслӑ офицерӗсене хӑйӗн пурнӑҫне шеллемесӗр ҫӑлнӑ. Хисепе тивӗҫ летчиксем хушшинче хӗрарӑм та пур. Вӑл — Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри Валентина Волковаӗ Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫи вӑхӑтӗнче харсӑрскер каҫхи бомбардировщиксен хӗрарӑмсен полкӗнче пулнӑ.

Слета пухӑннисене тӳресем те саламланӑ. Сӑмахран, республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗн ҫумӗ Владимир Степанов, Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров.

Мероприятие уҫнӑ хыҫҫӑн вӗҫекен аппаратсен авиамоделистсен кружокӗсенче хатӗрленӗ моделӗсене кӑтартнӑ. Самолетсен вӗҫевне те, парашютистсем сикнине те пӑхса савӑнма май килнӗ. Тепӗр кунне дельталетчиксем ӑмӑртнӑ. Лайӑх тӗллессипе «Хӗрлӗ партизан» колхозри Федор Петрова ҫитекен пулман. «Ворошилов стрелокӗ» номнацире Пӑрачкаври Михаилпа Антин Лебедевсен экипажӗ ҫӗнтернӗ.

Сӑнсем (80)

#авиаци, #Пучинке, #Йӗпреҫ, #Йӗпреҫ районӗ, #Пӑрачкав, #Ирҫе Ҫармӑс, #пухусем, #Мускав, #Шупашкар, #Улатимӗр, #Йошкар-Ола, #Хусан

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем