Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта «МТВ-центр» суту-илӳ комплексне уҫнӑ, ятарлӑ уяв ирттернӗ. Уява ирттерес тесе хуҫисем питӗ хыпаланнӑ курӑнать — хӑш-пӗр ӗҫе «каять»-ле кӑна тунӑ. Ҫапла ҫав, ӗҫе тӗплӗн тумасан инкек тухма пултарать. Вӑл вара хӑйне кӗттерсе тӑман — икӗ ҫулхи Полина виҫӗ метр ҫӳллӗшӗнчен подвала персе аннӑ. Хытӑ аманнӑ ачана васкавлӑ пулӑшупа ӑсатнӑ.
Ача амӑшӗсем суту-илӳ комплексне суда панӑ. Вӗсем ҫурт хуҫисене хӑйсен ӗҫне тӗплӗн туманнишӗн айӑплаҫҫӗ — ача персе аннӑ вырӑна нимӗнпе те карман пулнӑ иккен, «баннерпа» ҫеҫ пытарнӑ. Аслашшӗ те вӑхӑтлӑха ачана ҫӳхатнӑ ӗнтӗ, лешӗ вара, выляс шухӑшпа «баннер» хыҫне кӗрсе кайнӑ, асӑрханманнине пула персе аннӑ.
Хула ҫыннисене уяв туса пама хыпаланнӑ хуҫасем ҫапла вара хӑйсен валли инкек шыраса тупнӑ. Ачана та сиен кӳнӗ.