Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ҫӗнӗ Шупашкар хула мэрӗ ӗҫрен кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 12.09.2014 07:11 | 1513 хут пӑхнӑ
Республикӑра Варринчи — Александр Сироткин
Варринчи — Александр Сироткин

Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин ҫемҫе пукана «хӑйӗн ирӗкӗпе хӑварни» пирки ӗнер пӗлтерчӗҫ. Сироткин влаҫран каяс шухӑша вырӑнти депутатсен черетсӗр ларӑвӗнче пӗр шухӑшлӑн ырланӑ иккен.

Ларура 49 ҫулти Сироткин депутатсене килӗштерсе ӗҫленӗшӗн тав тунӑ, лешсем вара ӑна ӑнӑҫу суннӑ. Сироткина ҫӗнӗ ӗҫ сӗннӗ имӗш, анчах мӗнлине хальлӗхе официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтермен-ха.

2009–2011 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта виҫӗ пуҫлӑх ылмашнине шута илсен Сироткин чи нумай ӗҫлекенни пулчӗ темелле. Мӗн тесен те — виҫӗ ҫул ытла. Regnum информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хула мэрӗ Валерий Андреев Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерессине вӗҫне ҫитереймен хыҫҫӑн влаҫран кайнӑ пулать, Вениамин Артемьев сити-менеджер — ҫурт-йӗр тӑвасси начар пынине кура, Владимир Тимофеев хула администрацийӗнче социаллӑ ыйтупа ӗҫлекен ҫум должноҫне йӗркеленӗ хыҫҫӑн унта куҫнӑ.

Александр Сироткина 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче 12 претендентран тӑракан конкурсра суйланӑ. Ку вырӑна йышӑниччен вӑл асӑннӑ хулари техника инвентаризацийӗн бюровне 12 ҫул ертсе пынӑ.

Сироткина хулари ҫул-йӗр япӑххишӗн, ҫӳп-ҫапшӑн, строительство ӗҫӗсем пӗчӗк хӑвӑртлӑхпа пынӑшӑн, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри ыйтусене тухӑҫлӑ татса паманшӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫын умӗнчех ятланӑччӗ. Черетлӗ хутчен хула мэрне тата мэрин финанс службине авӑнӑн 8-мӗшӗнче иртнӗ правительство ларӑвӗнче ҫуллахи уйлӑхсемшӗн (лагерьсемшӗн) парӑмлӑ пулнӑшӑн сӑмах лекнӗ.

#Ҫӗнӗ Шупашкар, #ӗҫ вырӑнӗсем, #тӳре-шара

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем