Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш Енри культура объекчӗсен йышӗ сахалланӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 17.09.2014 07:57 | 1895 хут пӑхнӑ
Культура Вадим Ефимов культура министрӗ
Вадим Ефимов культура министрӗ

Чӑваш Енре культура объекчӗсен йышӗ сахалланӗ. Кун пирки республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов пӗлтернӗ иккен.

Шупашкар районӗнчи Апашра хӑй вӑхӑтӗнче вырнаҫтарнӑ палӑка 1906 ҫулхи чӑваш хресченӗсен пӑлхавне асӑнса лартнӑ иккен. Патшалӑх хӳтлӗхӗнче вӑл 1974 ҫултанпа пулнӑ. Ефимов министр каланӑ тӑрӑх, палӑка чӑтӑмлах мар материалтан ӑсталанине пула ҫулсем иртнӗҫем вӑл ишӗлсе пӗтнӗ-мӗн. Ҫавна май ӑна культура эткерлӗхӗ шутӗнчен кӑларас тесе шут тытнӑ.

Асӑннӑ палӑксӑр пуҫне Шупашкар районӗнче регион пӗлтерӗшлӗ тата тепӗр тӑватӑ объект иккен. Ку шутра — 1821 ҫулта Шемшерте хута янӑ Успени чиркӗвӗ, 1917 ҫулта тунӑ Алькешри Хусан Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗ, 1809 ҫулта Ҫӳлтикассинче уҫнӑ Улатимӗр Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗ тата 19-мӗш ӗмӗрхи Мӑнал ялӗнчи Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗ.

#Апаш, #культура, #палӑксем, #чиркӳсем, #пӑлхавсем, #истори, #Шупашкар районӗ, #Алькеш, #Мӑнал, #Ҫӳлтикасси, #Шемшер

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1935.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем