Ыран Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче черетлӗ сезон уҫӑлать. Халӑха театр репертуарӗнчи ҫӗнӗ спектакльсенчен пӗрне, «Пирӗн атте авланать» ятлине, йыхравлаҫҫӗ. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Иовлев пьеси тӑрӑх Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Вячеслав Оринов режиссер лартнӑ.
Каҫхине куракана камитпе савӑнтарӗҫ, анчах кӑнтӑрла та театр хӑйӗн асамлӑхӗпе киленме йыхравлать. Кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре унта Чӑваш Республикин тата Казахстан Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн Иосиф Трерӑн пысӑк ӗҫне — «Чӗрӗ сӑмах» музыкӑпа сӑвӑ ревюне — куракан патне ҫитерӗҫ. Ӑна 20 ӗмӗрти хӑватлӑ поэтсен поэзине халалланӑ. Ҫав шутра Геннадий Айхи те пур. Спектакль валли билет сутса пухнӑ «кӗмӗле» Геннадий Айхи ячӗллӗ фонда куҫарӗҫ.