Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Авариллӗ ҫуртран... каллех авариллӗ ҫурта куҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 21.09.2014 21:07 | 1553 хут пӑхнӑ
Хулара

Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт ишӗлме пуҫалнӑ хыҫҫӑн унти ҫынсене вӑхӑтлӑх кӗтеспе тивӗҫтернӗ. Анчах хӑшӗ-пӗри уйӑрса панӑ пӳлӗмпе кӑмӑлсӑр-мӗн.

Хула влӑҫӗ ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн ҫынсене общежитири пӳлӗмсене вырнаҫтарнӑ. Анчах ҫав ҫурта 2 ҫул каялла пурӑнма юрӑхсӑр ҫуртсен йышне кӗртнӗ. Сӑмах Г.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ пирки.

Общежитири пӳлӗмсенче маччаран шыв юхать-мӗн. Ҫӑвӑнасси — чӗр нуша. Ара, душ пӳлӗмӗ путвалта вырнаҫнӑ. Вӑл та — пӗртен пӗрре. Унта вара 100 ытла ҫемьен ҫӑвӑнмалла. Ку пӳлӗмсемпе тӳлевсӗр тивӗҫтернӗ тӗк ҫынсем темех камамӗччӗҫ-тӗр. Анчах кварплата тӳлемелле-мӗн.

Пӳлӗмсем тӑвӑр. Кунта хӑшӗ-пӗрин ҫемйипех пурӑнмалла. Чиновниксем ӗнентернӗ тӑрӑх, ку вӑхӑтлӑха кӑна. Эрне вӗҫнелле кунта йӑлтах йӗркеллӗ пуласса шантарнӑ вӗсем.

Ҫынсем пӑшӑрханаҫҫӗ. Ҫак пӳлӗмсенче хӑҫанччен пурӑнмалла вӗсен? Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт тӗлӗшпе йышӑну туман-ха. Ӑна аркатӗҫ-и? Е ҫӗнетӗҫ-и? Паллӑ мар. Анжелика Лапина каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫынсене алӑ пустарса хула администрацине ыйту ҫырасшӑн. «Кун пек пӳлӗмсенче пурӑнма май ҫук. 187 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Нимӗн те тума пулмасть-шим? Сӑмах ҫук», — тенӗ вӑл.

#наци лицейӗ, #лицейсем, #Шупашкар, #пӑтӑрмахсем, #ҫурт-йӗр

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем