Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Учителе айван пулма ирӗк панӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Геннадий Дегтярёв 26.05.2009 07:26 | 2031 хут пӑхнӑ

Чӑваш кӗнеке издательствинче Борис Чиндыковӑн “Тухса кайиччен” ятлӑ хайлав пуххи пичетленсе тухрӗ. Унта калавсем, драмӑлла повеҫсем, пьесӑсем кӗнӗ.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗшпе 90-мӗш ҫулӗсен чиккинче Борисӑн ячӗ тӑван тӑрӑхра янраса кӑна тӑратчӗ. Эстрада ҫӑлтӑрӗсем унӑн Николай Казаковпа пӗрле ҫырнӑ юррисене янрататчӗҫ (пирӗн кӳршӗри Ҫӑрахви кинемей вӗсен “Пӗчӗк тӑлӑх хӗрачине” аса илсен халь те куҫҫульленмесӗр чӑтаймасть). Чиндыковӑн пьеси тӑрӑх академтеатр лартнӑ “Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли” тӗрлӗ фестиваль-конкурсра приз хыҫҫӑн приз ҫӗнсе илетчӗ. Хаҫатсенче вӑл пуҫарнӑ диспутсем пуринчен те хӗрӳллӗрехчӗ. Борис пуҫласа хӑй шучӗпе кӗнеке кӑларнӑччӗ, “Аван-и” ятлӑ харкам хаҫачӗ йӗркеленӗччӗ. Ҫав вӑхӑтри чӑваш ҫамрӑкӗ пӗтӗмпех Чиндыков витӗмне лекнӗччӗ, юратӑвӗ те унӑн “Аван-и” пичет органӗнче ҫырса кӑтартнӑ пеккиччӗ.

Унтан Борис Борисович “ЛИК Чувашии” журналӑн тӗп редакторӗ пулчӗ, пьесишӗн патшалӑх премине илчӗ. Вара Мускава парӑнтарма тухса кайрӗ... Шел, унта пуҫарнӑ проектсем пит ӑнӑҫлах пулаймарӗҫ.

Чиндыков тӑван ене хӑй пирки аса илтерсех тӑчӗ темелле. Ҫамрӑксен театрӗнче “Масаркасси ясарӗн 77-мӗш матки” стриптизлӑ фарс сцена ҫине тухрӗ. Академи театрӗ унӑн “Хура чӗкеҫ” монодрамине халӑх умне кӑларчӗ. Апла пулин те чӑвашла ҫыракан –вулакан –итлекен ӑна манма пуҫланӑччӗ ӗнтӗ. Чӑваш прозин ҫӗнӗ антологине хатӗрлекенсем те ӑна аса илеймен.

Б.Б. хӑй Чӑваш патшалӑхне таврӑннине пӗлтӗр “Нарспи” мюзиклпа (ӑна Чиндыковӑн либретти тӑрӑх лартнӑ) мӑнаҫлӑн пӗлтерчӗ. Халӗ ак “вулаканӑм, айта асилер” тенӗ пек кӗнеке кӑларчӗ. Ретро сӗмӗллӗ хайлав пуххине ытларах “тахҫанхи пӗлӗшсем” кӗнӗ: “Hotel Chuvashia”, “Туй каҫхине”, “Алӑксем умӗнче”, “Ҫур ҫӗр хыҫҫӑнхи апатлану”, “Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли” т.ыт.те. “Масаркасси ясарӗн 77-мӗш матки” вара пуҫласа пичетленет.

Совет тапхӑрӗнчех кун ҫути курнӑ хайлавӗсене те улӑштарманпа пӗрех. Тӗслӗхрен, “Аҫу” калавра виртуаллӑ (куҫа курӑнман) персонаж – партком секретарӗ – хӑй вырӑнӗнчех, ял Совет секретарьне асӑнни ҫех тухса ӳкнӗ. “Геннади Андрейч ухмах учитель” калаври сысна ҫурисем халь ҫуйхашма тата нӑриклетме “вӗренсе ҫитнӗ”. Ӗлӗкрех вӗсем макӑрма кӑна пӗлетчӗҫ. Калавӗ хӑй те ун чухне урӑхларах ятлӑччӗ: “Геннади Андрейч ухмах библиотекарь”. Совет цензури Борис Чиндыкова учительсене “ухмаха кӑларма” ирӗк паман. Вара ҫыравҫӑн Геннадий Андрейча ирӗксӗрех библиотекарь тума тивнӗ (ун чухнехи идеологи библиотекарьсене айван пулма ирӗк панӑ). Хальхи самана кирек кама та “шӑхӑрман пуҫлӑ” тума хатӗр. Ҫавӑнпа усӑ курса Б.Б. тахҫанхи ӗмӗтне пурнӑҫланӑ — Геннадий Андрейчӑн чӑн профессийӗ пирки тӳррӗн каланӑ.

Кӗнекин ятӗнче “тухса каяссипе” хӑратать пулин те Чиндыков Чӑваш ене пуҫӗпех таврӑнчӗ пулас. Виҫӗ уйӑх ҫурӑ каялла — конкурс витӗр тухса — Шупашкар район хаҫатне ертсе пыма пуҫларӗ. Арӑмӗн районӗн пичет органне райхаҫатсем хушшинче ҫеҫ мар, чӑвашла тухакан ытти МИХсем хушшинче те мала кӑларасшӑн тӑрмашать. Аналитиксем ӗнентернӗ тӑрӑх, “Тӑван енӗн” тиражӗ малашне сулӑмлӑн ӳсме пуҫлӗ, вӑл халӑхӑн юратнӑ хаҫачӗ пулса тӑрӗ.

Чӑваш культурин ҫырулӑх уҫлӑхне Борис Чиндыков карапӗ ҫӗнӗрен тухать. Вӑл таврӑнчӗ, чӑн...

#кӗнекесем, #Чӑваш академи драма театрӗ, #Шупашкар районӗ

 

Комментари:

Victor // 1081.42.5667
2009.05.26 17:35
Victor
Manšăn pitĕ savănăşlă hypar - haleh kajsa tujanap.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем