Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Красноярскри Чӳклемене тӗрлӗ халӑх ҫынни уявланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.10.2014 17:17 | 1704 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Красноярскри Чӳклемере
Красноярскри Чӳклемере

Красноярск енӗн 80 ҫулхи юбилейне халалласа вӑл тӑрӑхра пурӑнакан чӑвашсем Чӳклеме ирттернӗ. Ӑна чӑвашсемпе пӗрлех унта пурӑнакан вырӑссем, белоруссем, тутарсем, украинецсем, поляксем, хакассем, эстонецсем тата ытти халӑх ҫыннисем уявланӑ.

Ҫанталӑк сулхӑннине пӑхмасӑрах уява халӑх йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Унта Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн пайташӗсем Вероника Тимофеева ертӳҫӗпе пырса ҫитнӗ. Кунсӑр пуҫне Кемӗр, Томск облаҫӗсенчи, Чӑваш Енри, Хакас Республикинчи, Тыва Республикинчи чӑвашсем ҫитнӗ.

Мероприяти кӑнтӑрла пуҫланнӑ. Наци тумӗсене тӑхӑннӑскерсем вӑйӑ картине тӑнӑ, уява пухӑннисене те йыхравланӑ.

Уява ирттерме Красноярск крайӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн благочиннӑйӗ Иоанн Боев пилленӗ. Вырӑнти пуҫлӑхсем те пулнӑ. Сӑмахран, край кӗпӗрнаттӑрӗн общество ҫыхӑнӑвӗпе ӗҫлекен управленйиӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Рашит Рафиков, Казачински район пуҫлӑхӗ Юрий Озерских, Козульски район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Лариса Аксентий, Красноярск крайӗн Гражданла ассамблейин канашӗн ертӳҫи Алексей Менщиков, нацисем хушшинчи культура центрӗн пуҫлӑхӗ Валентина Зорина тата ыттисем саламланӑ.

Красноярск крайӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн президенчӗ Геннадий Храмов тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.

Наци картишӗсенче наци кухнин куравӗ иртнӗ. Тӗрлӗ номинаципе конкурс йӗркеленӗ.

Уяв пилӗк сехет ытла тӑсӑлнӑ. Унта пин ытла ҫын хутшӑннӑ.

Сӑнсем (8)

#Чӳклеме, #Красноярск енӗ, #Раҫҫейре, #чӑвашлӑх, #уявсем, #Иркутск облаҫӗ, #чӑвашсем, #Кемӗр облаҫӗ, #Томск облаҫӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем