Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Афиша: Ҫамрӑк композиторсене «Атӑл ачисем» конкурса йыхравлаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 14.10.2014 16:41 | 1422 хут пӑхнӑ
Афиша

Юпан 25-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ҫамрӑк композиторсен «Атӑл ачисем» республикӑри уҫӑ III конкурсӗ иртмелле. Вӑл 15 сехетре пуҫланмалла. Конкурса асӑннӑ училище йӗркелет. Ӑна асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн 85 ҫулхине тата Анисим Асламас композитор ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Конкурса музыка училищисенче, колледжсенче, культура тата ӳнер училищисенче, аслӑ шкулсенче, ача-пӑча музыка тата ӳнер шкулӗсенче вӗренекенсем хутшӑнасса шанаҫӳҫӗ. Конкурсантсене икӗ ушкӑна пайлӗҫ: 12–15 ҫулсенчисене уйрӑм, 16–20 ҫултисене расна. Ҫамрӑк композиторсем хӑйсен пултарулӑхне «Композици» тата «Импровизаци» номинацисенче тӗрӗслеме пултарӗҫ. Иккӗмӗшӗ — аслӑ ҫулхи категори валли кӑна.

Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ шутне пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксене тупса палӑртассине тата Анисим Асламас композиторӑн ят-сумне сарассине кӗртеҫҫӗ.

Конкурса хутшӑнакан кашни ача тӗрлӗ музыка жанрӗллӗ темиҫе хайлав тӑратма пултарать. Пӗри 6 минутран вӑрӑм пулмалла мар. Конкурсра соло е камерлӑ оркестр валли ҫырнӑ инструмент хайлавӗсем, камерлӑ вокал хайлавӗсем — юрӑсем, романссем, вокал ҫаврӑмӗсем, ҫырса илемлетнисем, вариацисем, сюитӑсем тата ытти пулма пултараҫҫӗ. Анисим Асламас темипе ҫырнӑ хайлавсем те тӑратма юрать.

Конкурс условийӗпе muzuch.ru сайтра тӗплӗнрех паллашма пулать.

#юбилейсем, #конкурссем, #Шупашкар, #музыка училищи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем