Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чунҫӳрев-2009 иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.07.2009 10:50 | 2805 хут пӑхнӑ

Утӑ уйӑхӗн 5-11-мӗшӗсенче «Сувар» ятлӑ ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ ҫулҫӳреве тухрӗ. Чунҫӳреве (поломничествӑна) пурӗ 33 ҫын тухрӗ — вӗсен шутӗнче О. Цыпленков (чунҫӳрев ертӳҫи), «Шуҫӑм» ансамбль, ҫыравҫӑсем (С. Асамат, Лидия Сарине), Вера Никонорова эстрада ҫӑлтӑрӗ, чӑваш чӗлхи вӗрентӳҫисем, ҫамрӑксем пулчӗҫ. Chuvash.Org сайтӑн тӗп администраторӗ те вӗсемпе пӗрле кайса килчӗ.

Чунҫӳрев утӑн 5-мӗшӗнче пуҫланчӗ. Чи малтан ҫула тухнӑскерсем Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ ялне кӗрсе тухрӗҫ — паллӑ сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа кӑҫал 110 ҫул ҫитнӗ! Кайран Митта Ваҫлейӗн, Геннадий Айхи вилтӑприйӗсем ҫине ҫитсе вӗсене асӑнчӗҫ, Тикеш хулашпа паллашрӗҫ. Пӗрремӗш кун Кӑнна Кушкинче вӗҫленчӗ — Иван Яковлев ҫуралнӑ ялӗнче музейпе паллашрӗҫ, ҫула тухнӑ артистсем концерт кӑтартрӗҫ, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведущийӗ Антонина Андреева кӑвар чӗреллӗ поэтӑн кун-ҫулӗпе, унӑн сӑввисемпе паллаштарчӗ.

Иккӗмӗш кунне чунҫӳревҫӗсем Чӗмпӗр урлӑ Самар облаҫӗнчи Ухинкел ялне кайрӗҫ. Шел те, ку кун Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче музей ӗҫлеменнине пула Чӗмпӗрте чарӑнса тӑрасси пулмарӗ.

Утӑн 7-мӗшӗнче ушкӑн Пушкӑрта ҫул тытрӗ — кунта Силпи ялӗн вырӑнӗнче юпа лартрӗҫ, ҫывӑхри ҫӑлкуҫа пураларӗҫ, «Нарспи» поэмӑна вуларӗҫ. Юпа вырӑнӗнче пулас ӑру валли ҫыру та ҫырса хӑварчӗҫ, вӑл хут ҫине пурте алӑ пусрӗҫ. Силпи ялӗ ларнӑ вырӑна Пушкӑртри чӑваш ҫамрӑкӗсем те килсе кайрӗҫ.

Шӳрпе пӗҫерсе ҫисе вӑйӑ вылянӑ хыҫҫӑн ушкӑн Слакпуҫалла таврӑнчӗ.

Тӑваттӑмӗш кунне, Константин Ивановӑн музейӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн, чунҫӳревҫӗсен автобусӗ каялла, хӗвеланӑҫнелле, ҫул тытрӗ. Пӳлер ҫывӑхӗнчи Валем Хуҫа сӑваплӑ вырӑнне ҫитсе така пусрӗҫ, мӑн асаттесене асӑнчӗҫ. Кунтах сӑваплӑ шывпа чӳхенчӗҫ, чылайӑшӗ чӑваш ячӗсене илчӗҫ. Хусантан пухӑннӑ чӑваш ҫамрӑкӗсемпе пӗрле гитара илсе юрӑ юрларӗҫ. Каҫхине вара Чӑваш Майни ялне вӗҫтерчӗҫ — кунти халӑха та концерт лартса савӑнтарчӗҫ.

Утӑн 9-мӗшӗнче ҫула тухнӑ халӑх Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ ялне, Сиктермене (халӗ ку ял Хусанкай ятлӑ мар, ӑна малтанхи ята тавӑрса панӑ) кайрӗ — кунти музейпе паллашрӗ. Малалли ҫул Сӑваралла пулчӗ. Ку авалхи чӑваш хули вырӑнӗнче чунҫӳревҫӗсем юпа патӗнче ваттисене асӑнчӗҫ те Пӑлхара кайрӗҫ. Чылай хушӑ Атӑлҫи Пӑлхарӑн тӗп хули пулнӑ хулаш ҫывӑхӗнче ҫӗр каҫрӗҫ те тепӗр кунхине Хусана ҫул тытрӗҫ.

Улттӑмӗш кунне ушкӑн ҫумне Евгений Ерагин мӑчавар хушӑнчӗ — вӗсем чунҫӳревҫӗсене Хусанти ар масарӗнче кӗтсе илчӗҫ. Ку ҫӑвара Н.В. Никольскийӗн, Н.И. Ашмаринӑн тата Карл Фуксӑн вил тӑприйӗсем ҫине кӗрсе тухрӗҫ, вӗсене асӑнса икерчӗ, апат ҫирӗҫ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн вара Кивӗ Хусан ятлӑ вырӑна ҫитрӗҫ — кунта тутарсен «Тан батыр» ятлӑ лагерӗ вырнаҫнӑ. Евгений Ерагин ҫывӑхри хулашпа паллаштарчӗ — хан ҫӑлкуҫӗпе, Чингисхан палӑкӗпе, усалсен масарӗпе, хулаш кун-ҫулӗпе. Каҫхине «Шуҫӑм» ансамбль тӗрлӗ тӑрӑхран пухӑннӑ халӑха концерт кӑтартрӗ.

Шӑматкун, утӑн 11-мӗшӗнче, чунҫӳревҫӗсем пухӑнса килелле ҫул тытрӗҫ — Чӑваша, Шупашкар хулине.

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр:

Сӑнӳкерчӗксем (1 500 ытла)

ЧУН ҪӲРЕВ-2009 — «Сувар» хаҫатри кӗске хыпар.

#чунҫӳревсем, #Пӳлер, #ҫулҫӳревсем, #Сӑвар, #Тутарстан, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Самар облаҫӗ, #Пушкӑртстан, #Сиктерме, #Хусан, #Ешӗл, #Чӗмпӗр, #Кӑнна Кушки, #Чӑваш Майни, #Ухинкел, #концертсем, #Слакпуҫ, #Нарспи, #Чӑваш Ен, #Патӑрьел районӗ, #Пӑлхар

 

Комментари:

Вера Никонорова-верентекен, юрас // 3615.85.7487
2009.07.13 13:06
Çак "Чунçÿреве" кайса килме тÿр килнĕшĕн эпĕ питĕ те хавас. Уйрăмах Силпи ялне кайса юпа лартни,Нарспипе Сентнер тĕл пулнă вырăнти хупланса ларма пуçланă çăлкуçа тасатса пура лартса хăварни чи сăваплă ĕçсенчен пĕри пулчĕ тесе шутлатăп.Шкулти ачасене каласа памалли, кăтартмалли материал çак çулçÿревре чылай пухăнчĕ.Ытти шкулти вĕрентекенсене, ачасемпе студенсене, юрăçсене, сăвăçсене,тĕпçевçĕсене те кайса курма сĕнетĕп. Кашниех хăйне валли чун уççи тупĕ.
AlinaSt // 1313.4.8454
2009.07.14 16:26
Çул çӳрев манра чăвашлăх туйăмне вăйлатрĕ. Халăх историйĕпе, культурипе тĕплĕнрех паллашас текенсемшĕн çакăн йышши çул çӳрев чăнласах та усăллă пулнине палăртас килет. Кунта чăвашсем камсем пулнине чухласа илме аванрах. Эпир мĕн туйнине чун çӳревре пулманнисем пĕлеймĕç. Унта кайса килмеллех!!!!!
Оля // 2373.60.3139
2009.07.16 15:54
Савăнатăп саншăн Алина!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем