Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Тӑван чӗлхе пуласлӑхӗ — ачасенче

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 23.10.2014 21:32 | 3202 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Уҫӑ урокра
Уҫӑ урокра

Районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем методика пӗрлешӗвӗн ларӑвӗсене тухӑҫлӑ ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр-пӗрин ӗҫ опычӗпе паллашасси, пӗр-пӗринчен ҫӗнӗрен ҫӗнӗ технологисене алла илсе пырасси, вӗренӳ ӗҫӗнче усӑ курмалли мультимеди хатӗрӗсене курса пахаласси, пӗр-пӗрин уҫӑ урокӗсене хакласси, малашнехи ӗҫре ырӑ сӗнӳсем парасси вӗсемшӗн — пархатарлӑ ӗҫ. Ҫак ырӑ та сумлӑ ӗҫе туса пыраҫҫӗ те ӗнтӗ тӑван чӗлхене чунтан юратакансем.

Акӑ, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Упи шкулӗнче «Тӑван чӗлхе урокӗсене Федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗ ыйтнӑ пек йӗркелесе ирттересси» темӑпа черетлӗ лару пулчӗ. Ларӑва хутшӑнакансем Упи шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен урокӗсене итлерӗҫ, вӗсене тивӗҫлӗ хак пачӗҫ. Светлана Валерьяновна Петрова 6 класра Антип Николаевӑн «Юра асламӑшӗ» калавӗ тӑрӑх «Ватӑ ҫынна ӑшӑ сӑмах кирлӗ» темӑпа воспитани ыйтӑвӗсене анлӑ ҫутатса паракан пуян содержаниллӗ урок ирттерчӗ. Ачасем калав содержанине ӑнланса пурнӑҫпа ҫыхӑнтарма пӗлни, хайлав темипе тӗп шухӑшне хӑйсем тӗллӗн палӑртма пултарни, сӑнарсене тӗрӗс хак пама тӑрӑшни, чӑвашла тӗрӗс те илемлӗ калаҫни, хӑйсен шухӑшне уҫҫӑн каласа кӑтартни, ваттисен сӑмахӗсен пӗлтерӗшне уҫса пама пултарни пурне те савӑнтарчӗ те, мӑнаҫлантарчӗ те. Вӗрентекен хӑй урокне методика тӗлӗшӗнчен тӗрӗс йӗркелесе пынине те, ачасен шухӑш-кӑмӑлне сиссе-туйса тӑнине те, вӗсен ӳсӗм шайне шута илсе ыйтусем кӑларса тӑратнине те, вулавпа калаҫу урлӑ вӗренекенсен шухӑшлавне аталантарса пынине те палӑртрӗҫ итлесе ларакансем. «Ку ахаль урок мар, ку — пурнӑҫ урокӗ, сапӑрлӑх урокӗ», — терӗҫ вӗсем.

Вера Вениаминовна Васильева вара 8 класра «Йӑнӑшсемпе ӗҫлесси» темӑпа урок кӑтартрӗ. Ачасем уйрӑм сӑмахсенчи, сӑмах майлашӑвӗсенчи, предложенисенчи, текстсенчи йӑнӑшсене ҫӑмӑллӑнах тупма пӗлни, тӗрӗс ҫырмалли правилӑсене ас туса юлни, вӗсен модельне ӳкерсе кӑтартма пултарни, урокра тӑрӑшуллӑ та хавхалануллӑ ӗҫлеме пӗлни ачасем кашни урокра тарӑн пӗлӳ илсе хӑйсен ӑс-хакӑлне ҫивӗчлетсе, ӑсталӑхне ӳстерсе пынине пӗлтерчӗ те, туйтарчӗ те. Йӑнӑшсене тӗрӗс тупса палӑртас енӗпе ӑмӑртрӗҫ ачасем урокра. Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ачасенченех учителе пулӑшакансем те пулчӗҫ. Вӗсем пӗрле вӗренекенсем хӑйсен ӗҫӗсене еплерех пурнӑҫланине тӗрӗслесе хак пама та пултарчӗҫ. Виҫӗ ушкӑнпа ӑмӑртса чи маттуррисене — 1, 2, 3 вырӑн йышӑннисене (Зинаида Петрована, Анна Никифорована, Артем Никифорова) — «5» паллӑсӑр пуҫне медальсемпе те чысларӗҫ. Ларӑва пухӑннисем Упи шкулӗнче вӑй хуракан учительсен ачасене вӗрентӳпе воспитани парас ӑсталӑхӗ ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртрӗҫ.

Методика ларӑвӗнче районти чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен творчествӑлла ушкӑнӗн кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗн ӗҫ планне ҫирӗплетсе хӑварчӗҫ, юратнӑ поэтӑмӑрсен — Ҫеҫпӗл Мишшипе Константин Иванов — юбилейӗсене халалланӑ ӗҫсене пысӑк пуҫарулӑхпа та хастар кӑмӑлпа йӗркелесе ирттересси ҫинчен калаҫрӗҫ.

Лару ӗҫне район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗн методисчӗ Федорова Ирина Михайловна йӗркелесе пычӗ, Упи шкулӗн директорӗн ҫумӗ Федоров Сергей Юрьевич та хутшӑнчӗ.

Тӑван чӗлхе пурри — телей. Ҫав илемлӗ те ҫепӗҫ чӗлхепе кулленех ачасене калаҫтарни, ӑна хисеплеме те упрама вӗрентни — пысӑк сӑвап. Ҫак шухӑша тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ те районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем.

#чӑваш чӗлхи, #ларусем, #Красноармески районӗ, #Упи, #шкулсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru
 

Комментари:

Migulaj // 3567.81.9202
2014.10.23 22:23
Сăнӳкерчĕкĕнче "классный уголок" тесе çырни - тăван чĕлхе пуласлăхĕн шăпи пăшăрхантарать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем