Ҫак кунсенче Польшӑри Сӑлупуҫ (пол. Słubice) хулинче вырӑнти «Коллегиум Полоникум» ӑслӑлӑхпа дидактика лапамӗн директорӗн пуҫарӑвӗпе Википедине халалланӑ пӗрремӗш палӑк уҫӑлнӑ.
Монумент 1,7 метр ҫӳллӗш. Унта — тӑватӑ кӗлетке, вӗсем Википеди паллине тытса тӑраҫҫӗ. Унӑн авторӗ — «Коллегиум Полоникум» студенчӗ, эрмен йӑхӗнчен тухнӑ Мигран Акопян. Палӑк Сӑлупуҫшӑн вӗренӳ пӗлтерӗшлӗ вырӑнта пулнине кӑтартать.
Палӑка тумашкӑн 62 пин злотых (27 пин доллар) тухса кайнӑ. Ӑна вырӑнти хыснаран уйӑрнӑ. Палка уҫнӑ ҫӗрте «Викимедиа» фондӑн темиҫе уйрӑмӗн элчисем пулнӑ.
Паянхи куна Википедисӗр куҫ умне кӑларма та йывӑр. Вӑл — тӗнче тетелӗнчи энциклопеди, ӑна Америкӑри усламҫӑ Джимми Уэйлс 2001 ҫулта хута янӑ. Википеди — тетелти чи пысӑк проект. Унта тӗнче тетелӗнчи сообществӑсем 280 чӗлхепе ҫырнӑ 30 миллион ытла статья. Поляксен уйрӑмӗнче 1 миллион ытла статья, вӑл пысӑкӑшӗпе Википединче — 12-мӗш.
Пӗлтӗр ЮНЕСКО Уэйлса Википедине тунӑшӑн Нильс Борӑн ылтӑн медалӗпе чысланӑ. 2003 ҫулта Джимми Уэйлс «Викимедиа» фонд тунӑ.
Неважно 2 // 2098.39.2997
2014.10.27 07:29 | |
тумашкăн - тумалăх