Кӑҫал Раҫҫейре Физкультурниксен кунне 70-мӗш ҫул паллӑ тӑваҫҫӗ. Пирӗн район та ҫулсеренех ҫак куна чыслӑ кӗтсе илме тӑрӑшать. Августӑн пуҫламӑшӗнче районта яланах тӗрлӗ спорт мероприятийӗсемпе тӗрлӗ вӑйӑсем иртеҫҫӗ.
Кашни учитель, тренер, спортсмен тата физкультурник хӑй ҫитӗнӗвӗсене пӗтӗмлетет - мӗн тунӑ, мӗн туса ҫитереймен, малашне мӗн тумалла...
Пӗтӗмӗшле илсен, район спорт аталанӑвӗнче япӑх мар палӑрса тӑрать: районта мероприятисем ирттерессипе те, спортсменсен резервне хатӗрлессипе те, ҫӗнӗ спорт ҫитӗнӗвӗсем туптассипе те. Активлӑ тата ҫирӗп сывлӑхлӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлассипе те ӗҫсем начар мар пыраҫҫӗ.
Районта спорт техникин бази палӑрмаллах ҫирӗпленчӗ: нумай функциллӗ спортплощадка хута кайрӗ, кӗҫех ҫӑмӑл сооружениллӗ тепӗр стадион хута каймалла, тренерсем хӑйсен пӗлӗвне ӳстерсе килчӗҫ, укҫа-тенкӗ ресурсӗсене сыхласа хӑварма май килчӗ (тӗнчери финанс кризисне пӑхмасӑрах). Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем те юлашки вӑхӑтра пирӗн ыйтусем ҫине тимлӗрех пӑхма тытӑнни сисӗнет.
Яланхи пекех, ҫитӗнекен ӑрушӑн ятлӑ-сумлӑ спортсменсем тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ - тӗнче класлӑ спорт мастерӗсем. Вӗсем Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышне кӗреҫҫӗ: Люда Архипова (Тӑхӑртака ялӗ) и Оксана Хайбуллина (Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗ), спорт мастерӗсем Люда Кузьмина (Яманак ялӗ) тата Эдикт Хайбуллин (Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗ), спорт мастерӗн кандидачӗ Оксана Дуйсембаева (Красноармейски ялӗ).
Ҫулталӑк тӑршшӗнче пирӗн спортсменсем Раҫҫейри чемпионатсенче тата турнирсенче 3 пӗрремӗш вырӑн (Перепелкин В.И., Дуйсембаева О., Кузьмина Л.), 1 иккӗмӗш вырӑн (Петрова З.), 4 виҫҫӗмӗш вырӑн (Хабуйллина О.-2, Дуйсембаева О., Кузьмина Л.) йышӑнма пултарнӑ.
Атӑлҫи федераллӑ округра та ҫитӗнӳ сахал мар: 6 пӗрремӗш вырӑн, 5 – иккӗмӗш тата 5 – виҫҫӗмӗш.
Республикӑри чемпионатсенче тата турнирсенче 21 пӗрремӗш вырӑн, 25 – иккӗмӗш и 18 виҫҫӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Пирӗн район ытларах ҫак спорт енӗсемпе палӑрса тӑрать: йӗлтӗрпе чупасси, ҫӑмӑл атлетика, ирӗклӗ кӗрешӳ, каратэ, полиатлон.
Пирвайхи хут Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗпе тӗнче арени ҫине ҫӑмӑл атлетикӑн спорт мастерӗ Люда Кузьмина (Яманак ялӗнчен) тата ирӗклӗ кӗрешӳ спорт мастерӗн кандидачӗ Оксана Дуйсембаева тухрӗҫ.
Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ командин йышӗнче пирӗн ентеш-йӗлтӗрҫӗсем ырӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ – Константин тата Николай Львовсем, Евгений Иванов Яманак ялӗнчен (тренерӗ Сергеев П.М.) тата Владимир Петров Красноармейски ялӗнчен (тренерӗсем Краснова Т.В. тата Григорьев П.И.).
Пирӗн районӑн виҫӗ представителӗ (пирвайхи хут!) шкул ачисен Спартакиадин финалӗнче (Пензӑра) тупӑшма пултарчӗҫ. Вӗсем Дуйсембаева Галина (ирӗклӗ кӗрешӳ), Оксана Хайбуллина (хӑвӑрт утасси) тата Пикшик шкулӗн вӗренекенӗ Данил Данилов (ҫӑмӑл атлетика) пулчӗҫ. Вӗсен ҫитӗнӗвӗн тӳпинче тренерсемпе физкультура учителӗсен пайӗ те пурах.
Чи ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ ӗҫленисенчен ҫаксене палӑртмалла:
- Григорьев В.Н., ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе ӗҫлекен тренер, вӑл Атӑлҫи ФО тата Раҫҫей шайӗнче темиҫе призер хатӗрленӗ;
- Данилов А.Н. тата Моисеев В.В., ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӗҫлекен тренерсем, вӗсем республикӑри шкул ачисен Спартакиадин ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене, Атӑлҫи ФО тата Раҫҫей шайӗнче темиҫе призер хатӗрленӗ;
- Сергеев П.М. тата Григорьев П.И., йӗлтӗрпе чупас енӗпе ӗҫлекен тренерсем, вӗсем район чысне Республикӑмӑр тата Раҫҫей умӗнче хӳтӗлеме пултаракан спортсменсем хатӗрленӗ;
- Артемьев Л.С, каратэ енӗпе ӗҫлекен тренер, вӑл нумай хут республика чемпионӗ пулнӑ, Атӑлҫи ФО призерӗ, хура пиҫиххи ҫӗнсе илнӗ Васильев Алексея хатӗрленӗ;
- «Вольник» спортклубӑн ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе ӗҫлекен тренерӗсем Григорьев Д.В., Максимов Д.В. тата Павлов Л.В.
Ку ӗҫре "ООО «Газпром трансгаз Нижний Новгород» - «Заволжское ЛПУМГ» филиалӗн физкультурӑпа сывлӑх сиплев комплексӗн ӗҫченӗсем те тивӗҫлӗ тӳпе хываҫҫӗ. Эпир унта ӗҫлекен В.Н.Тишкина, спорт инструкторне (вӑл ачасен виҫӗ ӳсӗмри футбол командисене ертсе пырать); В.В.Никифорова, комплекс директорне - баскетбол енӗпе ӗҫлекен тренера, сӗтел ҫи теннис инструкторне Е.В.Барановӑна хытӑ шанса тӑратпӑр.
Спортсменсен 2009 ҫулхи рейтингӗнче ҫаксем малта:
- яшсем хушшинче Краснов Эдуард, Пикшик шкулӗн вӗренкенӗ (тренерӗ Данилов А.Н.); Васильев Алексей, Красноармейски 2-мӗш шкул вӗренекенӗ, каратэ енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ; Львов Константин, Трак чӑвашла-нимӗҫле гимнази вӗренекенӗ, йӗлтӗрпе чупакан, пӗрремӗш разрядлӑ спортсмен.
- хӗрсем хушшинче Таня Чернова, Трак чӑвашла-нимӗҫле гимнази вӗренекенӗ, йӗлтӗрпе чупакан, пӗрремӗш разрядлӑ спортсменка; Оксана Дуйсембаева, Красноармейски 2-мӗш шкул вӗренекенӗ, ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ; Степанова Марина, Трак чӑвашла-нимӗҫле гимнази вӗренекенӗ, йӗлтӗрпе чупакан, пӗрремӗш разрядлӑ спортсмен.