Чӳкӗн 27-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, чӑваш поэзийӗн никӗсне ҫӗнӗлӗх хывнӑ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ «Чӑваша — чӑваш чӗлхи кирлӗ...» канашлу иртмелле. Меропритие Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пулӗ. Пуҫламӑшӗ 10 сехетре.
Канашлура гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ В.Н. Иванов, Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитечӗн председателӗ Пётр Краснов, «Хыпар» хаҫатӑн тӗп директорӗ–тӗп редакторӗ Валери Туркай, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов тата ыттисем тухса сӑмах каламалла. Доклад калакансен йышӗнче вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин ертӳҫи Анна Семёновна Егорова, гуманитари институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Эктор Алос и Фонт, «Чӑваш Республикин вӗрентекенсен ассоциацийӗ» ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи Георнтий Никифоров, вӗренӳ институчӗн доценчӗ Надежда Иванова, Шупашкар районӗнчи Кӑшлавӑш шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ Евгений Майков, вӗренӳ институчӗн обществӑлла дисциплинӑсен кафедрин преподавателӗ Елена Енкка тата ыттисем пулӗҫ.
Ӑслӑлӑх канашлӑвӗн тӗллевӗсем: чӑваш чӗлхипе литератури предмечӗсен вӗренӳ планӗнчи вырӑнне уҫӑмлатасси; шкулсенче чӑваш чӗлхине вӗрентессине упраса хӑварасси тата пурнӑҫра чӑваш чӗлхин кирлӗлӗхне, пӗлтерӗшӗпе хӑватне ҫӗклесси, чӑвашла калаҫу талккӑшне анлӑлатасси.
Чӑваш чӗлхишӗн пӑшӑрханакан пур чӑваша та хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ.