Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурта бомжсем куҫ хывнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 09.11.2014 12:24 | 1485 хут пӑхнӑ
Хулара

Шупашкарти Петров урамӗнчи авариллӗ 9-мӗш ҫуртран ҫынсем тӳре-шара уйӑрнӑ вӑхӑтлӑх вырӑна куҫни пирки унчченех ҫырнӑччӗ. Халӑха пӗрле хӑйсен япалисене илме ирӗк панӑ. Тӳре-шара вара ҫурт умӗнче хурал тӑратма шантарнӑ.

Анчах ҫав вӑхӑтра авариллӗ ҫурта бомжсем куҫ хывнӑ та унти япаласене йӑкӑртма тытӑннӑ. Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннисем нумаях пулмасть унта пухӑннӑ. Куҫ умне ҫӗмрӗк чӳречесем, алӑксем тухса тӑнӑ.

Ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, бомжсем чӳречесене ҫӗмӗрсе пӑрӑхсене, пралуксене, пластик чӳречесене, алӑксене йӑтса тухнӑ. Ҫурт ҫывӑхӗнче полици ӗҫченӗсем те, хурал та пулман-мӗн.

Ҫынсем полицейскисене ҫийӗнчех чӗннӗ. Анчах бомжсем вӗсем ҫитнӗ тӗле тарма ӗлкӗрнӗ. Пӗрине ҫавах тытса ӗлкӗрнӗ. Ӑна полицейскисене панӑ. Администраци ӗҫченӗсем те ҫурт патне пынӑ. Вӗсем ҫынсене ҫурт умне хурал тӑратма шантарнӑ.

Сӑнсем (13)

#Шупашкар, #бомжсем, #ҫурт-йӗр, #вӑрӑсем, #пӑтӑрмахсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/591
 

Комментари:

Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.09 19:24
"бомж" сăмаха чăвашла çырма сĕнни кама та пулин кӳрентермест-ши?
pavlovnew // 1289.29.1015
2014.11.10 11:25
Без определенного места жительства (БОМЖ)
Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.10 21:32
Каллех ют чĕлхепе çырнă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем