Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫутҫанталӑк: Сывлӑха ҫирӗплетекен уйлӑхсене тасатмалли сооруженисемпе тивӗҫтермелле

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 10.11.2014 21:26 | 1615 хут пӑхнӑ
Ҫутҫанталӑк

Ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетекен уйлӑхсене тасатмалли сооруженисемпе тивӗҫтермелле. Кун пирки Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин ирттернӗ канашлура каланӑ.

Муркаш районӗнчи Шомикра кӑна 4 уйлӑх. Вӗсенчен пӗринче, «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) текеннинче, кӑна пӗлтӗр тасатмалли сооружени хута янӑ. Талӑкра вӑл 50 кубла метр таса мар шыв тасатать. Ӑна тума 10 миллион тенкӗ ытла пӗтернӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин балансӗнчи «Алый парус» (чӑв. Кӗрен парӑс) уйлӑхӑн тата уйрӑм ҫыннӑн «Солнышко» (чӑв. Хӗвел) сывлӑх сиплев комплексӗн пухӑнмалли шӑтӑксем кӑна. «Березка» (чӑв. Хурӑн) ятлинче вӑл та ҫук.

Шомикре вырнаҫнӑ ача-пӑча уйлӑхӗсем патшалӑхӑн вӑрман фончӗн ҫӗрӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Рекреаци зонинче комплекслӑ сооружени вырнаҫтарма юрамасть, пӗчӗккисем кӑна лартма май пур-мӗн.

Апла тӑк уйлӑхсен харпӑрлӑхҫисен хӑйсен тума тивет. Вӗсене тума 4 миллион тенкӗрен тытӑнса 8 миллион тенкӗ таран ларать иккен. Шупашкар хула влаҫӗсем ку ыйту пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Проектпа смета документацийӗ валли 2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

#Шупашкар, #Вӑрман юмахӗ, #Кӗрен парӑс, #Муркаш районӗ, #Шомик, #уйлӑхсем, #типтерлӗх, #вӑрмансем

 

Комментари:

Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.11 08:44
"сооружени" сăмаха чăвашла çырма май çук пулĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем