Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Кӑҫал пилӗк урама ҫутӑ кӗртмелле

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.11.2014 19:53 | 1835 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Чӑваш Енӗн Строительство министерстви пресс-тур йӗркеленӗ. Чи малтанах ведомство журналистсене Шупашкар районӗнчи Якутара илсе кайнӑ. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Зубков подрядчикпа ӑнманни пирки ӗнентернӗ. «Степ» ятлӑскер контрактра пӑхса хӑварнӑ вӑхӑта ӗҫе пурнӑҫа кӗртмен пирки ҫутӑ кӗртессе чылай ҫул кӗтме тивнӗ. Ҫӗнӗ подрядчик ӗҫе кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче кӑна пуҫланнӑ. Халӗ Сад урамри 22 ҫурта тинех ҫутӑ ҫитнӗ.

Унтан Канаш районне ҫитнӗ. Унти Вӑрманкасси выҫҫелккинчи Ҫамрӑксен урамӗнче 15 пӳрт. Унта пурӑнакансем ҫутӑ кӗртессе 4 ҫул кӗтеҫҫӗ иккен. Унти тӳресем раштавра ҫутӑ пулатех тесе шантараҫҫӗ-мӗн.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра кӑҫал ҫутӑ кӗртсе пӗтермелли 6 обьект юлнӑ-мӗн. Муркаш районӗнчи Вӑрманкасси ял тӑрӑхӗнче трансформатор подстанцине вырнаҫтарасси юлнӑ. Тепӗр пилӗк объекчӗ — Канаш районӗнчи маларах асӑннӑ ялтисӗр пуҫне Аслӑ Асхва Пикшикра, Энтриэльте, Хӗрлӗ Чутайра тата Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнарта.

Ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫламан подряд организацийӗсемпе килӗшӗве пӑрахҫланӑ иккен.

Сӑнсем (20)

#Хӗрлӗ Чутай, #Энтриэль, #Аслӑ Асхва Пикшик, #Муркаш районӗ, #Вӑрманкасси, #КАнаш районӗ, #ҫутӑ, #Шупашкар районӗ, #Якутар, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Атнар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем