Чӑваш Енре пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑранпа, республикӑра инкеклӗ лару-тӑрӑва пӑрахӑҫланӑранпа вӑхӑт самай иртрӗ ӗнтӗ. Анчах ҫав вӑхӑта аса илтерекенни пур-ха. Республикӑри ҫулсен хӗррипе хуҫӑлса аннӑ йывӑҫсем йӑваннине иртен-ҫӳрен куратех.
Ку кӑна мар. Шупашкарта та ӳкнӗ йывӑҫсене пуҫтарса ӗлкӗреймен иккен. Шупашкар хула администрацийӗн чиновникӗсем планеркӑра хулари районсен пуҫлӑхӗсен, коммунальщиксен ӗҫӗпе кӑмӑлсӑррине палӑртнӑ. Картишсенче хуҫӑлнӑ йывӑҫсене ахаль ҫынсем кӑна мар, влаҫрисем те кураҫҫӗ вӗт.
Пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн юлнӑ йывӑҫсене пуҫтарманнине кура планеркӑра Алексей Ладыковпа Леонид Черкесов районсен тата управляющи компанисен пуҫлӑхӗсем умне тӗллев лартнӑ: йӑлтах пуҫтармалла!
Аса илтерер: юпа уйӑхӗнче ҫунӑ пӑрлӑ ҫумӑра пула республикӑри 515 ял шар курнӑ, унта 100 пин ҫын пурӑнать. Юпан 19-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ республикӑра инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине йышӑннӑ.