Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Вӗренӳ: Янрарӗҫ Ҫеҫпӗл сӑввисем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 20.11.2014 23:27 | 2961 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ Конкурс ҫӗнтерӳҫисем
Конкурс ҫӗнтерӳҫисем

Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Красноармейски шкулӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа илемлӗ вулакансен конкурсӗ иртрӗ.

Унта Красноармейски районӗн шкулӗсенчи 7–10 классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Тӑхӑр шкултан пуҫтарӑннӑ 24 вӗренекен хӑйсен сӑвӑ вулас ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Юратнӑ поэтӑмӑра чысласа ирттерекен уява районти вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗн методисчӗ И.М.Федорова уҫрӗ. Вӑл ачасене уяв ячӗпе саламларӗ, конкурсӑн тӗллевӗпе, кун йӗркипе паллаштарчӗ. Кун йӗрки вара чӑннипех те пуян пулчӗ. Чи малтанах асӑннӑ шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен З.П.Михайлова «Ҫеҫпӗл Мишши ачалӑхӗ, шухӑш-ӗмӗчӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ, пултарулӑхӗ» ятлӑ мультимедилле презентаципе паллаштарчӗ, сӑвӑҫ ачалӑхӗнчи хӑш-пӗр интереслӗ самантсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Ун хыҫҫӑн поэтӑн Теччӗре тата Шупашкарта пурӑннӑ тапхӑрӗсене Упи шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ В,В.Васильева ҫутатса пачӗ. Ун сӑмахӗсене Упи шкулӗн вӗрентекенӗсем инсценировка кӑтартса ҫирӗплетсе пачӗҫ. Ҫеҫпӗл Мишшин Крымри тата Украинӑри пурнӑҫӗпе Красноармейски шкулӗнче чӑваш чӗлхи, обществознани, право, экономика предмечӗсене вӗрентекен В.М.Михайлов паллаштарчӗ.

Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе тӗплӗн паллашнӑ хыҫҫӑн сӑвӑ вулакансен конкурсӗ пуҫланчӗ. Ҫичӗ ҫынран тӑракан жюри ачасен пултарулӑхне икӗ ӳсӗмпе хакларӗ: пӗрремӗш ӳсӗмрисем — 7–8 классем, иккӗмӗш ӳсӗмрисем — 9–10 классем. Уҫҫӑн та кӑмӑллӑн янӑрарӗҫ кӑвар чӗреллӗ поэтӑн ҫулӑмлӑ сӑввисем. Пӗринчен тепри илемлӗрех вулаҫҫӗ ачасем. Пӗрре ҫӳҫенсе илетӗн, тепре хумханса каятӑн… Ҫеҫпӗл сӑввисене урӑхла итлеме май та ҫук. Ун сӑввисенче — чӑваш халӑхӗн ӗлӗкхи пурнӑҫӗ, шухӑш-кӑмӑлӗ, терчӗ-асапӗ, малашлӑха туртӑнни, ҫутӑ пуласлӑха шанни. Ҫеҫпӗл Мишшин шухӑш-ӗмӗтне, чун-чӗри ыратӑвне, хӗпӗртӳ-савӑнӑҫне унӑн сӑввисем урлӑ итлекенсем патне ҫитерме тӑрӑшрӗҫ ачасем.

Сӑвӑсем вуласа пӗтернӗ хыҫҫӑн каллех Упи шкулӗн вӗренекенӗсем сӑмах илчӗҫ. Вӗсем Ҫеҫпӗл Мишшин «Салтак шӑпи» сӑвви тӑрӑх инсценировка кӑтартса пачӗҫ.

Жюри членӗсем шкул ачисен сӑвӑ вулас ӑсталӑхне тивӗҫлипе хакларӗҫ. Пӗрремӗш ӳсӗмрисем хушшинче чи малти вырӑна Упи шкулӗнче 8 класра вӗренекен Анна Никифорова тухрӗ. Иккӗмӗш вырӑнсене Пикшик шкулӗн 7 класӗнче вӗренекен Кристина Сидоровӑпа Еншик Чуллӑ шкулӗн 8 класӗнче ӑс пухакан Кристина Алексеева ҫӗнсе илчӗҫ. Виҫҫӗмӗшсем — Красноармейски шкулӗн 8 класӗнчи Екатерина Харитонова, Трак шкулӗн 8 класӗнчи Диана Даниловӑпа 7 класӗнчи Анастасия Козлова.

Иккӗмӗш ӳсӗмрисем хушшинче 1 вырӑнта Пикшик шкулӗн 9 класӗнче вӗренекен Мария Андреева пулчӗ. Красноармейски шкулӗн 10 класӗнчи Анастасия Харитонова тата Трак шкулӗн 10 класӗнчи Надежда Яковлева 2 вырӑна тухма пултарчӗҫ. Упи шкулӗн 10 класӗнчи Юлия Фомина, Трак шкулӗн 10 класӗнчи Виктория Романова тата 9 класӗнчи Анастасия Васильева виҫҫӗмӗшсем пулчӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене жюри пуҫлӑхӗ Трак шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен И.Н.Антонова саламларӗ, районти вӗрентӳ пайӗн Хисеп хучӗсемпе чысларӗ.

Уява Трак тӑрӑхӗнчи пултаруллӑ поэт, Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ, темиҫе кӗнеке авторӗ Николай Ершов та хутшӑнчӗ, ачасен вулав ӑсталӑхне хаклама пулӑшрӗ. Конкурса хутшӑннисене вӑл ӑшшӑн саламларӗ, ырӑ сӗнӳсем пачӗ.

Районти вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗн методисчӗ И.М.Федорова шкул ачисене конкурса хатӗрленме пулӑшнӑ вӗрентекенсене тата хӑнасене ӑшшӑн кӗтсе илнӗшӗн, уява ҫӳллӗ шайра ирттерме майсем туса панӑшӑн Красноармейски шкулӗн администрацине тав турӗ, ӑнӑҫу сунчӗ.

#Красноармейски районӗ, #Красноармейски, #Упи, #Еншик Чуллӑ, #Пикшик, #шкулсем, #Ҫеҫпӗл Мишши, #юбилейсем, #чӑваш чӗлхи, #вӗренӳ, #конкурссем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru/
 

Комментари:

Клара Александровна Осокина // 6421.3.1983
2023.06.18 13:07
Хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхине упраса хӑварас ыйту питӗ яваплӑ. Хамӑн та мӑнуксем ӳсеҫҫӗ. Ялти шкулсенче чӑваш урокӗсем энере виҫӗ хутчен иртеҫҫӗ пулсан та, урамра ачасем хӑйсен хушшинче вырӑсла нумайрах калаҫаҫҫӗ. Хамӑр, аслисем вырӑсланса пыратпӑр ҫав. Мӑнуксене чӑваш юмахӗсене вуласа, каласа паратап-ха ӗнтӗ, хамӑн юрӑсенче нумайӑшне юрлаҫҫӗ пӗрле килте те, уявсенче те. Ташлама юратаҫҫӗ чӑваш кӗввипе. Баянпа, аккордеонпа чӑвашла калап. Тем тупмалла? Кин урх наци ҫынни. Ачам шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра хулара чӑваш урокӗсем пулмарӗҫ. Калвҫать-ха ҫавах манпа чӑвашла. Анне вӗрентсе хӑварчӗ тӑван чӗлхепе пуплеме мӑнуксене. Ку ыйту мана кӑна хумхатмасть ӗнтӗ. Мӗн тумалла?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем