Самар облаҫӗнче Совет Союзӗн Геройне Григорий Кузнецова халалласа чӑваш культурин каҫне ирттернӗ. Шунтала районӗнчи Туарма ялӗнчи культура ҫуртне Геройӑн тӑванӗсем, ентешӗсем, тӳре-шара тата ытти регион хӑнисем пухӑннӑ.
Ентешне халалласа сӑвӑ вуланӑ, пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑсем юрланӑ. Пухӑннисем унӑн кунҫулне аса илнӗ, унӑн паттӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Чи тӗлӗнмелли — уяв чӑн чӑвашла иртнӗ: унта килнисем чӑвашла ҫеҫ калаҫнӑ.
Григорий Ильич Кузнецов тимӗрҫӗ ӗҫне ачаранпах юратнӑ. Унӑн аслашшӗ ку енӗпе ӗҫленӗ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, хушамат та ҫакӑнтан тухнӑ.
Григорий Кузнецов вӑрҫӑ пуҫлансан фронта тухса кайнӑ. Пӗр ҫапӑҫура вӑл пӗччен тӑшманӑн виҫӗ точкине тӗп тунӑ. Неман юханшывӗ ҫинче ӑна виҫҫӗмӗш хут амантнӑ. Пӗр пуля унӑн урине лекнӗ, тепри кӑкӑрне шӑтарнӑ. Сипленнӗ хыҫҫӑн ӑна демобилизациленӗ. Геройӑн «Ылтӑн Ҫӑлтӑрне» тата Ленин орденне ӑна 1947 ҫулта ҫеҫ панӑ. Ун чухне вӑл тимӗрҫӗ лаҫҫинче тӑрӑшнӑ.