Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Тӗрӗккурав финалӗнче мала Казахстан юрӑҫи тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.11.2014 11:05 | 1565 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Ҫак кунсенче Хусанти «Татнефть-Арена» сцени ҫинче «Тӗрӗккурав–2014» юрӑҫсен конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Унта вунпиллӗкӗн хутшӑннӑ — Казахстанран, Тутарстанран, Турцирен, Пушкӑртран, Мускавран, Узбекистанран, Кӑркӑстанран, Македонирен, Иранран, Крымран, Боснирен, Болгарирен, Якутирен, Азербайджанран тата Туркменистанран. 300 миллион ҫын курнӑ теҫҫӗ ҫак конкурса. Пирӗн Чӑваш Енрен вара кӑҫал та иртнинче те хутшӑнас темен — ахӑртнех, тӳре-шара пирӗн чӗлхен тымарне тӗрӗк чӗлхинчен кӑкласа вырӑс чӗлхине кайса лартасшӑн.

Конкурсра казах хӗрӗ Жанар Дугалова ҫӗнтернӗ. Вӑл пурӗ 225 балл пухнӑ. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх ҫӗнтерессе вӑл шанман та иккен. Ку юрра икӗ кунта ҫырнӑ тет. Иккӗмӗш вырӑна вара Хусанти Айдар Сулейман юрӑҫ йышӑннӑ. Вӑл 201 балл пухнӑ.

Тӗрӗккуравӗнче ҫӗнтерсе Жанар 20 пин доллар илӗ тата унӑн юррине ҫулталӑк хушшинче Турцири телекуравсенче кӑтартӗҫ.

Конкурса йӗркелекенсем Хусанти финал йӗркеллӗ иртни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ӑна Еврокуравпа танлаштарнӑ май унӑн шайне ҫитес тесе кӑҫал вӑл пӗр утӑм мала тунӑ теҫҫӗ. Сӑмах май, «Тӗрӗккурав–2014» конкурсӑн финалӗ Хусанти «Хусан – тӗрӗк тӗнчин тӗп хули» программӑна вӗҫленӗ. Ҫитес ҫул ҫак программа Туркменистанри Мары хулинче иртмелле.

#Тӗрӗккурав, #Хусан, #кӳршӗре, #Казахстан, #Турци, #культура, #конкурссем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем