Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ӑмӑрту пуҫланчӗ!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.09.2009 11:58 | 1685 хут пӑхнӑ

Темиҫе ҫул хушши ӑсталаннӑ «Тупмалли юмахсем» проектра тинех ӑмӑрту пуҫланчӗ! Ӑна пуҫлама пулӑшнӑшӑн Чӑваш Республикин вӗрунӳпе ҫамрӑксен политикин министерствине, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗн ертӳҫине В. Андреева; тупмалли юмахсен пуххине нумайлатма пулӑшнӑшӑн Г.А. Дегтярёва; сайт ӗҫне тӗрӗслеме пулӑшнӑшӑн Chuvash.Org пӗрлӗхре хутшӑнакансене тав сӑмахӗ калатпӑр!

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шырама лекӗ. Шырани харама каймӗ — чи ӑнӑҫлисене парнесемпе тивӗҫтерӗпӗр:

 

1 вырӑн. Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ 17 томлӑ чӑваш сӑмахӗсен пуххи.

2 вырӑн. Э.И. Патмар 10 кӗнекере хатӗрлесе кӑларма палӑртнӑ халӑх сӑмахлӑхӗн пуххинчи кӗнекесем.

3 вырӑн. ЧПГӐИ пичетлесе кӑларнӑ «Ача-пӑча сӑмахлӑхӗ» кӗнеке.

 

Ӑмӑртӑва вӑйӑ майлӑ йӗркеленӗ. Вӑйӑҫа 10 ҫӑлтӑр парӗҫ. Тупмалли юмахӑн тупсӑмне пӗлсен нухрат лекӗ, пӗлмесен ҫӑлтӑр шутне катӗҫ. Вӑйӑ ҫӑлтӑрсем пӗтиччен пырать. Ыттисенчен ытларах нухрат пухнисем парнеллӗ пулӗҫ. Ӑмӑрту юпа уйӑхӗн вӗҫӗччен тӑсӑлӗ. Вӑхӑт пур — хутшӑнӑр!

#сайтсем, #ӑмӑртусем

 

Комментари:

Антонина // 2434.10.4203
2009.09.16 15:20
Мана Суркова Антонина тесе чĕнеççĕ. Эпĕ 1995-мĕш юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Хăвăлçырма ялĕнче çуралнă.
Галина // 2676.19.3970
2009.09.17 07:42
Питĕ интереслĕ проект. Ачасем çак ăмăртăва хаваспах хутшăнĕç. Вăйă-ăмăртăва йĕркелекнсене пысăк тав!
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Малова Галина Ивановна.
Елчĕк районĕ, Чăваш Тăрăмĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул.
Кондратьева Мария // 3125.55.6001
2009.09.17 15:28
Кондратьева Мария
Григорий // 9719.5.4533
2009.09.17 16:08
Çак сайта кĕрсе çыхăнаканнисенеы ыйтас терĕм: сирĕн Омскра пурăнакан тăвансем, паллакансем, пĕрле вĕреннĕ е ĕçленĕ юлташусем пур пулсан, манăн сот. тел. парăр-8-905-099-79-92. Эпĕ,Омскри чăвашсен национально-культурный автономиĕн ертÿçи, Федоров Григорий Титович.Эсир пире пулăшма та пултаратăр - пире чăвашсен уявсенче, туя çÿреме тăхăнакан, сцена çинче юрлама тăхăнакан тум-тирсем кирлĕ. Пулăшас тесен,телефонпа шăнкăравлăр е эл. почта çине çырăр: ultash@yandex.ru Сирĕн пĕлтерÿшĕсене питĕ кĕтетĕп.
Гриша // 3454.05.7064
2009.10.01 20:11
Редьков

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем